Йывăрлăха лекнисене пулăшаççĕ
Çĕнĕ çул уявне пысăк йышпа, савăнăçлă кĕтсе илесси пирки калаçнă, ватăсене хумхантаракан ыйтусене хуравланă. Сăмах май, Атнарти тата Березовкăри Ветерансен çурчĕсенче пурĕ 39 çын хÿтлĕх тупнă. Вĕсем кунта пысăк йышра çемье ăшшине туйса пурăнаççĕ. Палăртмалла, декабрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа Березовкăри Ваттисен çурчĕн заведующийĕ пулма З.С.Ярлована суйласа лартнă. Унччен вăл кунти социаллă ĕçчен пулса ĕçленĕ.
Патшалăх пĕчченлĕхре нушаланса пурăнакансене хăй хÿттине илме тăрăшать. Тĕрĕсех ĕнтĕ, йывăрлăха кĕрсе ÿкнисем тÿрремĕнех социаллă хÿтлĕх пайĕпе çыхăнаççĕ. Кунти тытăмра тăрăшакансем, май килнĕ таран, тĕрлĕ пулăшу пама васкаççĕ. Нумай пулмасть Хĕрлĕ Чутайри пĕр кинемее, ачи-пăчи пур çĕртех килсĕр-çуртсăр юлнă М.Горбунована Березовкăри Ветерансен çуртне вырнаçтарнă. Ватлăхра нушана лекнĕ пенсионер халĕ пысăк йышпа пурăнать. Хăйне йывăрлăхра ал панăшăн, пулăшнăшăн ватă çын питĕ кăмăллă.