Асăрханăр ачасем
Кăçал çул-йĕр çинче ачасемпе çыхăннă инкексен хисепĕ 232-е çитнĕ е пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 14, 3 процент ÿснĕ. Аманнă-сусăрланнă 237 ача больницăна лекнĕ, çак йышран 15-шĕ вилнĕ. Ачасен айăпĕпех вара çул çинче 97 инкек пулнине палăртнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра 203 тĕслĕх пулнă (15 ача вилнĕ, 208-шĕ аманнă). Республикăри вун пĕр районта ачасемпе çыхăннă автоаварисен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ.
Çакна шута илсе тата вĕренÿ заведенийĕсенче Çĕнĕ çул уявĕсене ирттернĕ май республикăра 2007 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 2008 çулхи январĕн 10-мĕшĕччен “Асăрханăр – ачасем!” профилактика операцийĕ ирттерме йышăннă. Ку тапхăрта ГИБДД ĕçченĕсем педагогика коллективĕсемпе, вĕренекенсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене сÿтсе явĕç, ачасемпе çыхăннă автоаварисен хисепне чакарасси çинчен калаçĕç.