Çурт-йĕр ыйтăвне татса параççĕ
Çурт-йĕр ыйтăвĕ яланах çивĕччисенчен пĕри пулнă. Халĕ те çаплах. Çакна шута илсе патшалăх “Раççей гражданĕсене – туянма май пур тата хăтлă çурт-йĕр” наци проектне йышăннă та.
Çак проект вăя кĕни районти чылай çамрăк çемьесемпе граждансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма пулăшнă. Хăшĕсем хваттер туяннă, теприсем çурт лартнă.
Кăçал “Çурт-йĕр” программăн “Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси” çумпрограммипе килĕшÿллĕн, 13 çемьене çурт-йĕр туянма е тума субсиди илме ирĕк паракан свидетельствăпа тивĕçтернĕ.
“Ялăн 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” программăпа та граждансене субсиди пама палăртнă. Районта ку енĕпе 7 çамрăк çемьене тата 8 граждана укçа-тенкĕпе пулăшнă.