Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çул та, кĕпер те пулать

Хирлÿкасси – шырланлă ял. Хальхи вăхăтра çурхи-кĕрхи кунсенче унта автомашинăсемпе кĕрсе тухма çук. Çакă уйрăмах япăх – лавккана та çăкăр вăхăтра кÿрсе килеймеççĕ. Ку халăха пăшăрхантарать, тарăхтарать.

«Яла 2010 çулчченхи тапхăрта социаллă аталантарасси» федераллă программăпа килĕшÿллĕн, ял урамне 2008 çулта асфальт сарас ĕçе вĕçлеме палăртнă. Сăмах май, çула Лобанах çитереççĕ. Анчах та икĕ ял хушшинче хальлĕхе хытарнă çул кăна пулать-ха. Кайрантарах ăна та асфальт сармалла.

Чи кирли – Çĕн кас урамне каçса çÿреме тимĕр-бетон кĕпер хывасси. Ăна тума 30 миллион тенкĕ тăкаклама пăхнă. Çул тăршшĕ вара 5, 5 çухрăмпа танлашĕ.



22 декабря 2007
00:00
Поделиться