Вăй-халĕ иксĕлмен-ха
Чăваш Патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ илме пуçланă. Диплом илсен чăваш каччине направленипе Вăтам Азие ĕçлеме янă. Николай Яковлевич узбек ачисене вĕрентнĕ. Кайрантарах Батуми хулинче Совет Çарĕнче службăра тăнă, киле офицер пулса таврăннă.
– Эпĕ Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 1957 çулта ĕçлеме пуçларăм, – аса илет халĕ Николай Яковлевич. – Ĕмĕр тăршшĕпех вырăс чĕлхипе литературăна вĕрентрĕм. 1995 çулта тивĕçлĕ канăва тухрăм. Шел, мăшăрăм Зинаида Никифоровна вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Вăл та кун-çулне шкула, ачасене халалланăччĕ. Унăн предмечĕ те – вырăс чĕлхипе литература. Пире туйăмсем кăна мар, пĕрлехи ĕç те çыхăнтарса тăратчĕ.
Николай Яковлевичăн ашшĕ, Яков Анисимович Анисимов, Атăл тăрăхĕнче выçлăх хуçаланнă çулсенче Мускавра пурăннă. Яла таврăнсан тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ. Аслă вăрçă тухсан ăна та фронта илсе кайнă. Вăл çапăçусене хутшăнса Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, Ленин орденĕ, «Аслă Отечественнăй вăрçă» орденĕ, чылай медальсене илме тивĕç пулнă. Вилнĕ хыççăн ăна Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.
Амăшĕ, Мария Ефимовна, колхозра ĕçленĕ. Çум çумланă, тырă вырнă, курăк çулнă – ял-йышран юлман. Бригадир мĕн хушнине вăхăтра пурнăçлама тăрăшнă.
Николай Яковлевич хăй вĕрентнĕ, Тăван çĕршыва юрăхлă çынсене асăнчĕ. Акă, Александр Кучекеев, Юрий Карпов инженерсем, Николай Глухов çар çынни пулса тăнă. Врачсем, учительсем, çĕр ĕç ăстисем сахал-и тата; Кашни ача тарăн та çирĕп пĕлÿ илтĕр, ăслă-тăнлă çитĕнтĕр, специальноç илсе çĕршыва кирлĕ çын пулса тăтăр – çакăн пек тĕллевпе тăрăшнă.
Вальковсем хăйсем виçĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Надя врач профессине суйласа илнĕ, халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать. Сергей – çар çынни, подполковник, Читара службăра тăрать. Валя Хусанта тымар янă. Тĕпрен илсен, пурте çак çĕр çинче хăйсен телейне тупнă.
Чи пахи – Николай Яковлевич сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырать. Пирус туртмасть, хăнана-мĕне çÿресех каймасть. Акă, пăхăр-ха, халĕ ялта йĕлтĕр йĕрри те курăнмасть теме пулать. Çамрăксем ытларах чухне пÿлĕмре телевизор пăхса лараççĕ. Николай Яковлевич ватă пуçĕпех хĕл кунĕсенче йĕлтĕр çине тăрать, çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăварать. Çулла вара велосипедпа та, çуран та çула тухать.