Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чи нумай вулакансене палăртрĕç

Республика шайĕнче иртнĕ «Çĕнĕ çула – кĕнекепе» фестивале Туктамăшри тĕслĕх библиотека та (ертÿçи Л.Деведерова) тĕплĕн хатĕрленчĕ.

«Кĕнеке хули» курав йĕркелерĕ, вулавçăсемпе Чăваш Ен тата вырăнти паллă çыравçăсем çинчен калаçу ирттерчĕ, чи нумай кĕнеке вулакансене палăртрĕ, парнесемпе хавхалантарчĕ. Вăл декабрĕн 10-14-мĕшĕсенче иртрĕ. Фестивале ытларах шкулта вĕренекенсем хутшăнчĕç. Çак хушăра ачасем компьютер урлă электронлă кĕнекесен, журналсен пуххисемпе паллашрĕç, тупмалли юмахсен конкурсне хутшăнчĕç, «Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ» тема тавра калаçрĕç. Вулавçăсем «Манăн чи юратнă кĕнеке» çинчен каласа пачĕç. Фестивалĕн юлашки кунĕнче Любовь Андреевна чи нумай кĕнеке вулакансене асăнмалăх çĕнĕ кĕнекесем парнелерĕ. Çĕнтерÿçĕсем: Светланапа Кристина Волковасем, Т.Борисова, М.Пигильдина, Ф.Тихонов, А.Ярулкина тата ыттисем.



19 декабря 2007
00:00
Поделиться