Ĕçеççĕ çав, ĕçеççĕ
Юлашки çулсенче çынсем эрех е ытти наркăмăшлă шĕвексем ĕçсе сывлăха хавшатни шухăшлаттарать. Çавна пулах ăс-тăн япăхланать, психика чирĕ вăйланать. Ĕçнĕ çын вара хăйне хăй тытса чараймасть, чылай чухне преступлени те тăвать. Акă, паянхи куна районти наркологи кабинетĕнче тĕрлĕ усал йăласене парăннă 500-е яхăн çынна регистрациленĕ, вĕсенчен 150-шĕ хĕрарăмсем, шкул ачисенчен 3-не çилĕм (клей) шăршлама хăнăхнăшăн учета илнĕ, наркомансем çук. 2007 çулта 14 çын алкогольпе наркăмăшланса вилнĕ, кăçал ку таранччен çак сăлтавсене пула 10 çын çĕре кĕнĕ. «Васкавлă пулăшу» машинине килте йывăр чирлекене хăвăрт пулăшу кирлĕ чухне чĕнетпĕр. Йĕрки çапла. Палăртнă тăрăх, кăçал васкавлă пулăшу чĕннĕ çынсенчен150-шĕ ÿсĕр пулни паллă. Иртнĕ çул çак кăтартусем 125-пе танлашнă. Ку цифрăсем пурне те шухăшлаттарма тивĕç.
Çав тери ĕçетпĕр мар-и; Килти условисенче хатĕрленĕ шĕвекпе те мар-çке, суррогатпа наркăмăшланатпăр. Суррогат – ерипен вĕлерекен шĕвек. Этил спирчĕллĕ препаратсене ĕçсен кĕске вăхăтлăх эйфори пулать, ун хыççăн хăвăрт ура çинчен ÿкерет, тăн çухалать. Çакăн пек чухне кăмăл пусăрăнать, час-часах çынсем хăйсем çине алă хураççĕ.
Алкогольлĕ суррогатсем яланах çын сывлăхĕшĕн хăрушă спиртлă шĕвексем шутланнă. Сăмакун та суррогатсен шутне кĕрет. Çак пахалăхсăр шĕвексем тĕрлĕрен органсемпе тĕртĕмсенчи ылмашу процесĕсене сĕмсĕррĕн хутшăнаççĕ, вĕсенче тÿрленмелле мар улшăнусем тăваççĕ. Нумай чухне пĕвер тата пуç мими дистрофиленет, юн тымарĕсенчи куçăм пăсăлать. Вăхăтра пулăшу памасан çын вилме те пултарать.
Суррогат ĕçекенсен нервпа психика чирĕсем аталанаççĕ. Уйрăмах психоз (белая горячка) йывăр иртет, ăна сиплеме йывăртарах. Эрех таврашне юратакансем этем сăн-сăпатне çухатаççĕ. Ĕçкĕçсен шутĕнче хĕрарăмсен йышĕ ÿсе пуçлани те хумхантарать. Шкул ачисем те ирех хаяр шĕвеке тутанаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен чун тĕпренчĕкĕсен сывлăхĕпе пуласлăхĕ çинчен çирĕп шухăшламалла.
Хаяр шĕвек ыр кÿмест. Вăл майĕпен вилĕм авăрне сĕтĕрет. Çакна ан манăр.