Çемье çавăрас тесен
Пĕр çемьене чăмăртанма шут тытнисем çаксем: Александр Львович Семеновпа Наталья Николаевна Архипова, Алексей Леонидович Рябченко (Украина гражданинĕ) тата Марина Николаевна Отрикова, Алексей Николаевич Елизаркинпа Ирина Николаевна Ермакова, Николай Георгиевич Семеновпа Марина Николаевна Жирнова, Сергей Валентинович Сидоровпа Юлия Юрьевна Секайкина, Евгений Анатольевич Лукинпа Регина Владиславовна Солина. Вĕсене тулли телей те иксĕлми юрату сунас килет, çĕнĕ çемьесен малашлăхĕ çутă та таса пултăр, пурнăç çулĕпе пĕрле алла-алăн чылай çул утма сывлăхĕсем çирĕп пулччăр.
Хальлĕхе çитес çулта пĕрлешме икĕ мăшăр заявлени панă, 2008 çул Раççейре Çемье çулталăкĕ пулнă май, мăшăрланакансем чылай пуласса шанас килет.
1. Пĕр çемьене чăмăртанас шухăшлă çынсем иккĕшĕ пĕрле ЗАГСра заявлени çыраççĕ. Ку хут çинче иккĕшĕ те хăйсен ирĕкĕпе мăшăрланма шут тытни, çавăн пекех çакна валли чăрмантаракан нимĕнле сăлтав та çукки пирки çирĕплетни кирлĕ. Пулас мăшăрсем пĕрле çырнă заявленире çакăн пек сведенисем пулмалла:
хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, çуралнă кун тата вырăн, мăшăрланăва патшалăх регистрацийĕ тунă кунхи çул ÿсĕмĕ, гражданлăх, национальность (мăшăрланакансем хăйсен ирĕкĕпе палăртаççĕ), пĕрлешес шутлисем кашни ăçта пурăнни;
пулас мăшăрсем суйланă хушаматсем;
иккĕшĕн те çын камне çирĕплетекен документсен реквизичĕсем.
Çаксене пурне те кăтартсан мăшăрланма кăмăллă çынсем асăннă заявление алă пусаççĕ, ăна хăçан çырнине палăртаççĕ.
Заявлени çырнипе пĕрлех ЗАГСа çаксене тăратмалла:
пĕр çемьене чăмăртанма хатĕрленекенсен çын камне çирĕплетекен докуменчĕсем;
пĕри е иккĕшĕ те маларах çемьеллĕ пулнă пулсан, вăл (вĕсем) малтанхи мăшăрĕпе уйрăлнине çирĕплетекен документ е, унăн мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлнă пулсан, вилнине çирĕплетекен свидетельство;
енчен те пĕрлешекенсенчен пĕри е иккĕшĕ те çул çитмен çакрăксем шутланаççĕ пулсан, вĕсене мăшăрланма ирĕк пани кирлĕ (РФ Çемье кодексĕн 13 статйин 2-мĕш пункчĕ).
2. Енчен те мăшăрланакансенчен пĕри ЗАГСа пĕрлешесси çинчен заявлени çырма килме май тупаймасть пулсан, заявленисене уйрăмшаррăн çыртарма пултараççĕ. Анчах та килейменнин алă пуснине нотариаллă çирĕплетме тивет.
Мăшăрланассине чăрмантаракан сăлтавсем те çук мар. Мăшăрланура тăракан çынна тепĕр хут çырăнтармаççĕ. Çавăн пекех çывăх тăвансем (ашшĕ-амăшĕсем, ачисем, аслашшĕсемпе асламăшĕсем тата мăнуксем), пĕр ашшĕнчен е амăшĕнчен çуралнă пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем хушшинче мăшăрланăвăн патшалăх регистрацине тумаççĕ. Усрава илекенсемпе усрава илнисем хушшинче те ку йĕркене пурнăçламаççĕ. Унсăр пуçне пĕрин çинчен те пулин психика тĕлĕшĕнчен хавшанипе суд ĕçлеме пултарманни пирки çирĕплетнĕ пулсан, саккунлă майпа мăшăрлантармаççĕ.
Çакăн çинче те чарăнса тăрас килет. Çырăнтариччен уйăх кĕтмелли тапхăра шута илме май пур сăлтавсемпе кĕскетме те пултараççĕ. ЗАГС пайĕ пулас мăшăрсем заявлени панă хыççăн вĕсене уйăх çитиччен çакăн пек чухне çырăнтарма пултарать: çураçнă хĕр йывăр çын чухне е вăл ача çуратнă пулсан, каччăна çара илсе кайнă е командировкăна васкавлă тухса каймалла чух тата ытти те. Çак сăлтавсен ятарлă переченĕ çуккине палăртмалла. Анчах та мăшăрланакансен уйăх кĕтмелли вăхăта кĕскетме май паракан сăлтавсене çирĕплетсе паракан документсем (тĕслĕхрен, медицина учрежденийĕнче йывăр çын пулни çинчен панă справка, командировкăна каймаллине çирĕплетекен ĕçрен панă хут тата ытти те) тăратмалла.
Асăннă тапхăр вара икĕ уйăхран ытла тăсăлма пултараймасть. Ашшĕ-амăшĕсем тепĕр чухне туй кунĕ валли лайăхрах хатĕрленес е аякри тăвансене кĕтсе илес тесе ăна тăстараççĕ е тата ытти витĕмлĕ сăлтавсем пулма пултараççĕ. Анчах та заявлени пама киличченех туй кунне палăртса хуни мăшăрланăвăн патшалăх регистрацине тумалли куна куçарма май памасть. Чылай ашшĕ-амăшĕ вара çакна ăнланмасть, туй кунне маларах палăртса хурса йăнăш тăвать. Йĕркесене пăхăнмаллине манас марччĕ.