Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кĕнекере – Лариса Петрова сăввисем

Çак кунсенче Шупашкарта чăваш писателĕсемпе поэчĕсем, республикăри çамрăк çыравçăсем “Çĕнĕ ятсем уçатпăр” 3-мĕш кĕнекен презентацине пухăннă.

Тĕл пулăва Çĕн Атикассинче 11-мĕш класра вĕренекен Лариса Петрова та хутшăннă. Çĕнĕ кĕнекере унăн хăш-пĕр сăввисем пичетленнĕ-çке. Сăмах май, Лариса хăй шăрçаланă сăвăсемпе республикăри çамрăк çыравçăсен конкурсĕсене пĕрре мар хутшăннă. Чăваш поэчĕсем çамрăк хĕрĕн сăвă çырас пултарулăхне асăрханă, ăна малалла та литература ăсталăхне ÿстерсе пыма сĕннĕ. Паянхи кун тĕлне çамрăк хĕр 188 сăвă çырнă.

Презентацире Чăваш Писателĕсен правленийĕн пуçлăхĕ В.Туркай Ларисăн çĕнĕ хайлавĕсене тулли кăмăлпа вуланă, çамрăк хĕрĕн малашлăхĕ пысăк пулнине палăртнă.

Юлашкинчен литература конкурсĕсенче çĕнтернĕ çамрăк хайлавçăсене хавхалантару парнипе – “Çĕнĕ ятсем уçатпăр” кĕнеке парса чысланă.



15 декабря 2007
00:00
Поделиться