Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Колхоз сĕт пухать

“Путь Ильича” колхозра ял халăхĕнчен сĕт пухассине аван йĕркеленине палăртма кăмăллă. Продукци пуçтарас ĕçе хуçалăх бухгалтерийĕнче тăрăшакансене явăçтарнă. Вĕсем Шулю, Ачкасси тата Серенкасси ялĕсенчи ĕне тытакансенчен куллен 400-600 килограмм чухлĕ сĕт пуçтараççĕ.

Пухнă продукцие колхоз шучĕпе Канашри сĕт-çу завочĕн районти филиалне ăсатаççĕ. Çапла вара ял çыннисемшĕн ĕнесем тытни, çу кунĕсенче выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлеме тăрăшни питех те усăллă. Вĕсен çемье бюджечĕ пуянланать, мĕншĕн тесен хуçалăх çынсемпе укçа-тенкĕпе çийĕнчех татăлса пырать.



"Пирěн пурнăç"
04 декабря 2007
00:00
Поделиться