Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Инвалидсене – тĕрлĕ енлĕ пулăшу

Çак çĕр çинчи кашни çыннăнах хăйĕн шăпи. Пĕрисене ялан савăнтарать вăл, çул уçса пырать, теприсене вара пĕрмай ура хурать, тĕрĕслевсем витĕр кăларса кăмăл-туйăмне çирĕплетет. Тĕрлĕ сăлтава пула хăшĕ-пĕри çут тĕнчене сусăр килет, теприсем вара пурăннăçемĕн инвалидсен йышне лекеççĕ. «Турри çапла çырнă е шăпи çавнашкал ĕнтĕ унăн», – хаш сывлатпăр ун пек чухне эпир.

Пирĕн республикăра сусăрсен пурнăçне çăмăллатас, вĕсене май килнĕ таран пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Калăпăр, ятарлă саккуна пăхăнса предприяти-организацие инвалидсене квотăпа килĕшÿллĕн ĕçе илеççĕ.

Чăваш Енре инвалидсене реабилитацин техника тата протезпа ортопеди хатĕрĕсемпе чылай чухне вăхăтра тивĕçтереççĕ. Кăçал федераци бюджетĕнчен çак тĕллев валли – 36 миллион, сентябрь уйăхĕнче вара тата 10, 5 миллион тенкĕ уйăрнă. РФ Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕ урлă инвалидсене ал туйисемпе тата костыльсемпе; алăпа тытса пымалли кресло-кÿмепе; санитари хатĕрĕсем лартнă кресло-пуканпа; протезсемпе; ортопеди аппарачĕсемпе; корсет, бандаж таврашĕпе; ортопеди пушмакĕсемпе; илтмелли аппаратсемпе тивĕçтернĕ. Пĕтĕмĕшле çак тĕллевпе 28 миллион тенкĕ тăкакланă, хăйсен шучĕпе туяннă реабилитаци мелĕсемшĕн 1, 7 миллион тенкĕ тавăрса панă.

Социаллă страховани фончĕн регион уйрăмех инвалидсене санаторипе курорт путевкипе тивĕçтерет. Çавна май çĕр-çĕр çын сывлăхне санаторисенче çирĕплетет.

Ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Патшалăх Думин депутачĕсем федераци бюджетĕнчен РФ Социаллă страховани фондне тата ытларах укçа уйăрмашкăн йышăннă: çăмăллăхсемпе усă куракан граждансене санатори-курортра сипленмешкĕн тата 2, 75 миллиард тенкĕ, сусăрсене техника япалисемпе тивĕçтерме 1, 25 миллиард тенкĕ хушнă. Çак хушма укçа-тенкĕпе 2007 çул вĕçлениччен 125 пин ытла инвалид санаторисенче сипленме пултарать. «Бюджета ÿстерни инвалидсем 2007 çулта техника япалисем кирли пирки палăртса çырнă заявкăсене пĕтĕмпе тенĕ пекех тивĕçтерме май парать. Эпир тата 100 пин ытла çынна реабилитаци мелĕсем уйрса пама пултаратпăр. Пирĕн граждансем патшалăх шучĕпе пин-пин инвалид кÿми, илтмелли аппарат, хальхи çĕнĕ протезсем тата реабилитаци ытти мелĕсем илĕç. Çапла майпа вĕсен пурнăç пахалăхĕ те лайăхланĕ», – палăртнă РФ Социаллă страховани фончĕн председателĕ Галина Карелова.

Сусăр çынсем куллен тенĕ пек тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулма пултараççĕ. Вĕсене пулăшас тĕллевпе пирĕн республикăра тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртеççĕ. Калăпăр, япăх илтекен е пач илтмен çынсене сурдокуçару пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ, вĕсене алăпа «калаçма» вĕрентеççĕ. Япăх куракансем валли техника тĕрлĕ япалипе пуянлатнă реабилитаци кĕтесĕсем йĕркелеççĕ. Сусăрсен хушшинче физкультурăпа спорт, пултарулăхпа çыхăннă мероприятисем ирттереççĕ.

Декабрь уйăхĕн 3-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ. Ăна ПНО Генеральнăй ассамблейи 1992 çулта çирĕплетнĕ. Çавăнпа çак куна çулсеренех палăртаççĕ.

Инвалидсен кунне халалласа пирĕн районта кăçал та ытти çулсенчи пекех ыр кăмăллăх акцийĕсем, культура тата спорт мероприятийĕсем, тĕрлĕ курав иртереççĕ.

Акă, декабрĕн 1-мĕшĕнче райпо председателĕ А.Степанов райадминистрацин ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче инвалидсене кăштах та пулин пулăшас тĕллевпе парнесем пачĕ.

Сусăрсене патшалăх май килнĕ таран пулăшни, Инвалидсен кунĕ умĕн тĕрлĕ енлĕн хавхалантарма тăрăшни аван паллах. Вĕсемпе пирĕн те тимлĕрех, ыр кăмăллăрах пуласчĕ, вĕсене ăнланма, май килнĕ таран пулăшма тăрăшасчĕ. Ăшă сăмах чуна ăшăтнине те манас марччĕ.



"Пирěн пурнăç"
04 декабря 2007
00:00
Поделиться