Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ачасене чир-чĕртен хÿтĕлер

Пĕчĕк ачасем çут тĕнчепе активлă паллашаççĕ. Нумай япалана, уйрăмах мĕн алă айĕнче, вĕсем çăвара чикеççĕ. Çиме юраман япаласене те тутанса пăхма пултараççĕ. Акă, ÿсен тăрансен тымарĕпе туни, эпир хамăр та пĕлмен çырласем, тăпра тата тăм, килти выльăхсен çăмĕсем тата ытти те вĕсен куçĕ тĕлне пулаççĕ. Çакă вара пĕчĕк пепкесен сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Вĕсем гельминтозăсемпе сиенленесси тата вар-хырăм чирĕсемпе чирлесси патне илсе пырать.

Вар-хырăм чирĕсенчен пĕри – лямблиоз. Вăл чирлĕ çынсемпе выльăхсем урлă сарăлать. 9 çула çитичченхи ачасем хушшинче лямблиозлисем, çитĕнсе çитĕннисемпе танлаштарсан, 2-3 хут ытларах. Çак чир çуман, хура алăсем урлă, апат-çимĕçпе, шывпа пĕрле лекет. Шăнасем, таракансем, тислĕк нăррисем – лямблие активлă саракансем. Гигиена правилисене пăхăнмасан ку чире хăвăртах çаклатма пулать. Ишмелли бассейнсем, пĕвесем, водопровод сечĕсем те хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ.

Лямблиозлă ачасен пыршăлăхĕн лăймака сийĕпе хÿтĕлевĕ чакать. Çакна тума консервантсем, красительсем, тутă кĕртме янă хăш-пĕр япаласем (вĕсем япăх пахалăхлă апат-çимĕç йышне кĕреççĕ), çурма фабрикатсем, чипссем, промышленноç производстви кăларакан соуссем уйрăмах “пулăшаççĕ”.

Чир пуçланнă чухне пыршăлăх кÿпсе каять, варвитти тытăнать, пуç ыратать, ачан чĕрĕ виçи чакать, вăл часах ывăнать, аллерги чирĕсем палăраççĕ, хăстарать тата ытти те. Çак чир ан лектĕр тесен апат-çимĕç продукчĕсем, ĕçмелли шыв пахалăхлă пулмалла. Ачасене, акă, вĕретнĕ шыв кăна ĕçтермелле. Лямблиоза сарăлма чарас тĕллевпе ача-пăча учрежденийĕсенче комплекслă мероприятисем ирттереççĕ. Пепкесем ушкăна, вĕренекенсем класа пырсанах, каникул хыççăн эпидемиологи кăтартăвĕсем тăвас пулать. Профилактика тĕрĕслевĕсене воспитательсемпе вĕрентекенсем хушшинче те йĕркелемелле.

Ачасем – пирĕн пуласлăх. Вĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшар.



"Пирěн пурнăç"
04 декабря 2007
00:00
Поделиться