Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Зиновьев телепередачăна хутшăнать

Районти шкулсенче ăслă-тăнлă, анлă тавра курăмлă вĕренекенсем пурри савăнтарать.

Акă, Мăн Этменти вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Александр Зиновьев истори, обществознани, вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене питĕ кăмăллать тата телевиденипе кăтартакан “Умники и умницы” передачăпа интересленет. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче çамрăк асăннă телепередачăна хăйĕн ĕçĕсене ярса панă. Нумай пулмасть Мускавран ырă хыпар çитнĕ. Александра студие чĕннĕ. Пултаруллă каччă ĕнер эрнелĕхе Мускава тухса кайнă та ĕнтĕ. Ăнăçу пултăр сана, Александр!



"Пирěн пурнăç"
30 ноября 2007
00:00
Поделиться