Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Сывлăх – чи хакли

Ноябрĕн 28-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинетĕнче 2008-2010 çулсенче Чăваш Республикинче ĕçлекенсен ĕç условийĕсене, ĕç сыхлавне тата ĕçлекенсен сывлăхне лайăхлатмалли республикăри тĕллевлĕ программăна пăхса тухнă.

Ĕçлекенсен ĕç условийĕсене, ĕç сыхлавне тата сывлăхне тишкерни çакна кăтартса парать: республикăра ĕçлеме пултаракан çынсем вилесси чакнă пулин те, ку енĕпе кăтарту çаплах пысăк-ха. Çакăн сăлтавĕ ытларах чухне инкек-синкекпе, çынсем сусăрланнипе, наркăмăшланнипе, социаллă синкер пулăмсемпе çыхăннă. Кунпа пĕрлех Чăваш Республикинче çынсем производствăра инкек тÿсесси чакса пырать. Юлашки вунă çул хушшинче ку кăтарту икĕ хут чакнă.

Çак программăна производствăра инкек тÿсессине, професси чирĕпе чирлессине чакарас, çынсен ĕç условийĕсене, ĕç сыхлавне тата сывлăхне лайăхлатас тĕллевпе йышăнаççĕ.

Программăпа килĕшÿллĕн çак ĕçсене туса ирттермелле: сиенлĕ тата хăрушă ĕç вырăнĕсен реестрне хатĕрлемелле. Ку ĕç паракансене те, ĕçлекенсене те тимлĕхе ÿстерме хистет. Çавăн пекех ĕçлекен çамрăксен республикăри конкурсне ирттерме йышăннă. Ĕç хăрушсăрлăх вĕрентĕвĕнче, ĕç вырăнĕсене, рабочисене аттестациленĕ чухне çĕнĕ технологисемпе усă курма палăртаççĕ. Программăра çамрăксемпе ĕç хĕрарăмĕсен сывлăхне сыхласси уйрăм вырăн йышăнать.

Мониторингăн автоматизациленĕ системине туса хуни производство лару-тăрăвне комплекслă хаклама, çынсен ĕç условийĕсене тата ĕç сыхлавне лайăхлатма, ку тĕлĕшпе кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тума май парать. Автоматизациленĕ системăна 21 объект, 60 ытла кăтарту тата производствăра инкек-синкек тÿснин хаклавĕсем кĕреççĕ. Çавăн пекех республикăра ĕçлекен кашни çыннăн электронлă “сывлăх паспорчĕ” пулать. Ку халăх сывлăхне сыхлас, медицина тĕрĕслевĕсем тата профилактика мероприятийĕсем ирттерес тĕлĕшпе пысăк ĕç тума май парать.

Кунпа пĕрлех программăра ĕç вырăнĕсене аттестацилессине аталантарма та палăртнă. Информаци ĕçне те анлă сарса ямалла. Республикăра ĕç ыйтăвĕсемпе “хĕрÿ лини” уçмалла, “Чăваш Республикинчи ĕç сыхлавĕ” ятарлă сайт уçас ĕç те вĕçленет.

Программа никĕсĕ çинче районсемпе хуласенче те çакăн пек документсем йышăнаççĕ.



"Пирěн пурнăç"
30 ноября 2007
00:00
Поделиться