Пысăк технологиллĕ сиплев
Лару ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова хутшăннă, вăл Шупашкарта травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераллă центрĕн строительство ĕçĕсем пирки пĕлтернĕ.
Аса илтеретпĕр, çак центрăн Раççей Федерацийĕн 8 субъекчĕн халăхне (Пенза, Рязань, Саратов, Тамбов, Ульяновск облаçĕсен, Мари Эл, Мордови, Чăваш Республикисен) пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелле пулать.
Центрăн строительстви пирки тунă килĕшÿпе Чăваш Республики хăйĕн тивĕçĕсене пĕтĕмпех пурнăçланă. Паянхи куна 383 модуль блокĕнчен республикăна 191-шне илсе килнĕ. Пÿлĕмсенчи шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Центрăн ĕç-хĕлне тивĕçтерекен пур службăсем пирки те ыйтусем татса панă.
“Пулас центрсенче ĕçлеме специалистсене хатĕрлес тата суйлас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтатăп”, – пĕлтернĕ пĕрремĕш вице-премьер Дмитрий Медведев. Вăл çакăн пек центрсене тунă чухне малта пыракан медицина пулăшăвĕ паракан организацисен принципĕсемпе усă курмаллине аса илтернĕ.
Чăваш Енре тĕрлĕ профильпе 2006-2007 çулсенче Р.Р.Вреден ячĕллĕ травматологипе ортопеди НИИ-нче тата Раççейри тĕрлĕ институтсенче 48 врач тата 125 вăтам медицина ĕçченĕ вĕреннĕ. Раççей Федерацийĕн ăслăлăхпа тĕпчев институчĕсен никĕсĕ çинче клиника ординатуринче тата аспиратуринче 22 специалист пĕлĕвне ÿстерет. Инженерипе техника персоналĕ те вĕренÿ витĕр тухнă.
Республика специалисчĕсем травматологипе ортопеди енĕпе 9 пине яхăн операци тăваççĕ, вĕсенчен 300 ытла – пысăк технологиллĕ. Кăçал сыпăсен эндопротезированине тăвас енĕпе 200 операци ытла ирттернĕ. Центрăн план хăватлăхĕ вара – çулталăкне 6 пине операцие яхăн.
Центрта автоматизациленĕ информаци системи ĕçлĕ, вăл электронлă документ çаврăнăшне, даннăйсен базине архивлассине, чирлисен реестрне туса пырассине йĕркелеме май парĕ. Çавăн пекех республикăри ытти сиплев учрежденийĕсемпе Интернетпа тата телемедицинăпа усă курса çыхăну тытма май пулĕ.