Йывăрлăхран тухма пулăшĕ
Чăваш Республикин Министрсен Кабинетĕнче республикăри шанчăклă мар çемьесенчи çапкаланса çÿрекен çул çитмен ачасене шута илмелли йĕркене çирĕплетнĕ.
Вăхăтра пулăшу пани ун пек çемьесенчи ачасене йывăрлăхран тухма пулăшмалла. Сăмах май, паянхи куна республикăри социаллă хÿтлĕх паракан органра пурĕ йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ 3387 çемье учетра тăрать, вĕсенче 5637 ача тертленсе ÿсет. Çак документа йышăнни йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесемпе ачасене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшĕ.
"Пирěн пурнăç"