Ачасен тивĕçĕсем çинчен
Ноябрĕн 28-мĕшĕнче ачасен районти библиотекине Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн 6 “б” класĕнче вĕренекенсем пухăнчĕç. А.Магаськинапа Э.Михеева учительсем ачасене кунта мĕнле сăлтавпа илсе килнĕ-ха; Çамрăк ăрăвăн тивĕçĕсемпе прависем çинчен калаçмалла иккен паян. Çак темăна библиотека заведующийĕ Н.И. Романова уçса пачĕ. Унтан пухăннисем “Право – мĕн вăл;”, “Ачасен мĕнле правасем пур;” тата ытти ыйтусене хуравларĕç, хăйсене мĕн хумхантарни çинчен каларĕç, харпăр хăй шухăш-кăмăлне палăртрĕç.
Юлашкинчен ачасем “Эпир пĕр-пĕринпе хутшăнма пĕлетпĕр-и?” ыйтăва хуравларĕç.
"Пирěн пурнăç"