Çĕнĕ сĕтел-пукан килнĕ
Унпа килĕшÿллĕн, кăçал пĕрремĕш класа çÿрекен кашни ачанах çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтерме палăртнă. Шăпах иртнĕ кĕçнерни кун, ноябрĕн 29-мĕшĕнче, сĕтел-пукан комплекчĕсем пурĕ 241 пин ытла тенкĕлĕх района килсе çитнĕ.
Район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева пĕлтернĕ тăрăх, районта пĕрремĕш классем 17 шутланаççĕ, вĕсенче 133 ача пĕлĕвне ÿстерет. Сăмах май, кăçал пĕрремĕш хут парта хушшине ларнă ачасем валли пурĕ 156 пукан та 78 сĕтел, вĕрентекенсем валли сĕтелпе пукан 17-шер килсе çитнĕ. Çавăн пекех 17 аудиторлă доска та илсе килнине пĕлтермелле. Çак кунсенче çĕнĕ сĕтел-пукана районти пур шкулсенче те вырнаçтарĕç.