Толерантность эрни
1-4-мĕш классенче вĕрентекенсем Н.С.Семеновапа Л.В. Москалева ачасемпе «Что случилось с крокодилом;», «Сказка о слоненке» юмахсене вуласа сутсе яврĕç. Истори учителĕ Н.А.Михатайкин «Многообразие национальных культур – достояние народов России» темăпа толерантность урокĕсем ирттерчĕ. Класс ертÿçисем «Толерантность – это…», «Час доброты», «Волшебный мир Саши Черного», «Толерантность к себе и другим» темăсемпе класс сехечĕсем ирттерчĕç. «Россия – наш общий дом» ÿкерчĕксен конкурсне те ачасем хаваспах хутшăнчĕç, ÿкерчĕксен стендне йĕркелерĕç. «Ноябрĕн 16-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери Толерантность кунĕ» ятлă стена хаçачĕ те тухрĕ.
Çак толерантность эрнинче эпир хамăр пĕлĕве чылай пуянлатрăмăр. Пĕр-пĕрне хисеплемеллине, пĕр-пĕрин патне тÿсĕмлĕрех те чăтăмлăрах пулмаллине ăша хыврăмăр.