Сад-пахча ăстисем
Мая Павловнапа Иван Тимофеевич Ванюшкинсем – Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан учительсем. Иккĕшĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех шкулта ачасене пĕлÿ панă. Сăмах май, Мая Павловна аслă учитель ятне тивĕçнĕ. Иван Тимофеевич хăй вăхăтĕнче партипе совет органĕсенче те чылай çул ĕçленĕ.
Хальхи вăхăтра Ванюшкинсем – сад-пахча ăстисем. Çу кунĕсенче вĕсем унтан тухма та пĕлмеççĕ темелле. Кăçал уйрăмах çимĕç ăнса пулчĕ. Çĕр улми, панулми, чие çырли, кишĕр, купăста тата ыттине те нумай пухса кĕртрĕç. Çапла майпа çемье бюджечĕ те пуянланчĕ.
– Тăрăшнин пархатарĕ пур, – теççĕ кил хуçисем. – Чăнах та, ĕçлемелли сахал мар ĕнтĕ. Лаптăкри тăпрана тислĕк тăкса лайăх çемçетес, минерал удобренийĕсемпе пĕлсе усă курас пулать. Çанталăк шăрăх чухне ÿсен-тăрансене шăварсах тăмалла.
Мая Павловна пахча çимĕç вăрлăхĕсем хатĕрлес тĕлĕшпе те ĕçлет. Хăяр, купăста калчисем унăн кашни çулах патвар пулаççĕ. Йăран çинче кашласа кăна лараççĕ вара, кĕркунне тулăх çимĕç парнелеççĕ.