Телейлĕ ачалăх
Шкулта вĕреннĕ чухнехи пĕр концертра ачасем ушкăнпа «За детство счастливое наше, спасибо, родная страна!» – тесе калани халĕ те асăмрах. Нимĕç фашисчĕсемпе пуçланнă вăрçă пирĕн телейлĕ ачалăха пĕтерсе хучĕ. Мишеркасси ялĕнче пурăнакан Давид Титилкин та 7 çултах ашшĕсĕр тăрса юлчĕ.
Матвей салтак Тăван çĕршывшăн паттăррăн çапăçса Смоленск хули патĕнче пуçне хунă. Нумай хура-шур курма тивнĕ Титилкинсен. Унтанпа 66 çул иртрĕ. Халĕ Давидăн тăватă мăнук. Чи кĕçĕнни – Костя. Кăçал вăл пĕрремĕш класа çÿреме пуçларĕ. Ун çине пăхса савăнаççĕ ватăсем, ăна чунтанах юратаççĕ. Юра ашшĕпе Наташа амăшĕ çĕнĕ çурт лартма пултарчĕç. Унта Костя валли те уйрăм пÿлĕм пур. Выляса савăнма, вĕренсе çитĕнме, ачашланма унăн пур условисем те пур. Маçаккăшĕпе мамаккăшĕ юнашар пурăнни Костьăшăн тата лайăхрах. Шкултан таврăнсан тутлă кучченеç кĕтет ăна. Юратаççĕ ватăсем Костьăна, кăçал велосипед туянса пачĕç. Костьăн ачалăхĕ телейлĕ