Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Манăн анне – чи хакли

Манăн аннене Елена Владимировна тесе чĕнеççĕ. Вăл – учительница, ялти пуçламăш шкулта 3-мĕшпе 4-мĕш классене вĕрентет. Пĕлетĕп, унăн ĕçĕ йывăр. Вăл шкултан килет те килти ĕçсене пурнăçлать.

Унтан ачасен тетрачĕсене тĕрĕслеме ларать. Çав вăхăтрах манăн килти ĕçсене те тĕрĕслет. Вăл хăш вăхăтра çывăрма выртнине те сисместĕп. Çавăнпа манăн аннене мĕн вăй çитнĕ таран пулăшас килет. Вăл мĕн ыйтать, эпĕ çавна туса пама тăрăшатăп.

Çуллахи каникулта эпĕ аннене утă тураса, çум çумласа, пахчари çимĕçсене шăварса пулăшрăм. Çав вăхăтрах ĕнепе пăру кĕтĕвне те çÿрерĕм. Халĕ вара кил-çурта тирпейлесе, чашăк-тирĕк çуса, урай шăлса пулăшатăп. Ытти пĕчĕкрех ĕçсене те пурнăçлатăп.

Аннеçĕм, нихăçан та ан чирле, сывлăхлă та телейлĕ пул!



24 ноября 2007
00:00
Поделиться