Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хăш вăхăтра çывăран-ши эсĕ, анне

Аннеçĕм, анне! Эсĕ чи çывăх та хаклă çын тĕнчере. Ытарайми аннеçĕм, эсĕ çумра пулнăран эпир çĕр çинче чи телейлисем, чи пуяннисем.

Пирĕн анне, Ирина Валерьяновна Мерзлайкина, 20 çул хушши ĕнтĕ Мăн Этменти вăтам шкулта ырми-канми тăрăшать, ачасене пĕлÿ парать, ырă çын пулма вĕрентет. Аннене шкулта пурте хисеплеççĕ. Вăл вĕрентсе кăларнă ачасем кашни уяврах ăна ăшшăн саламлаççĕ, чĕрĕ чечек çыххисем парнелеççĕ.

Çак çăмăл мар ĕçре, пурнăç çулĕ тăршшĕпех, аннене юратнă мăшăрĕ, пирĕн атте, Вячеслав Геннадьевич Мерзлайкин пулăшса пырать. Атте те питĕ ырă кăмăллă çын, вăл районти шалти ĕçсен пайĕнче вăй хурать. Аттепе анне пире, виçĕ ачана, кун-çул парнеленĕ. Ачашшăн çупăрласа, çепĕççĕн пÿплесе, пире йăпатса миçе каç çывăрман-ши вĕсем пирĕншĕн! Пирĕн аттепе аннене çакăн пек калас килет:

Тавах сире çуратнăшăн,

Юрла-юрла сиктернĕшĕн,

Пире хытă юратнăшăн,

Ыр çын пулма вĕрентнĕшĕн.

Аннеçĕм, анне! Аттен, ĕçĕ йывăр пирки, вăхăчĕ ытларах чухне ĕçрех иртет-çке. Эсĕ мĕнле-ха пурне те ĕлкĕретĕн: ĕçе вăхăтра каятăн, кил-çурта ăшă, таса тытатăн, картиш тулли выльăх-чĕрлĕхе пăхатăн, пире ирсерен вĕри апат çитерсе шкула ăсататăн. Киле таврăнсан, уроксем мĕнле иртни çинчен ыйта-ыйта пĕлетĕн. Çынпа лайăх пулма вĕрентетĕн, ĕçе юратма хăнăхтаратăн.

Хăш вăхăтра çывăран-ши эсĕ, анне; Эпир çывăрма выртсан эсĕ уроксене хатĕрленетĕн, алсиш-нуски çыхатăн. Ир тăратпăр, эсĕ каллех ура çинче: выльăх-чĕрлĕхне те пăхнă, пире валли таса кĕпе-йĕм хатĕрленĕ, сĕтел çинче вĕри апачĕ те ларать.

Аннеçĕм, анне! Юратнă анне! Эсĕ пуринчен кайран выртатăн та, ирхине пуринчен малтан тăратăн. Эсĕ çумра пулнишĕн эпир чунтан савăнатпăр. Чи ырă çын эсĕ пирĕншĕн, аннеçĕм!

Аннеçĕм, хамăра йывăр чухне эпир яланах санпа канашлатпăр. Лайăх ĕçшĕн, шкулти çитĕнÿсемшĕн пĕрле савăнатпăр. Аннеçĕм, анне! Эпир шкулта виçсĕмĕр те “5” паллăпа çеç вĕренсе пыни уяв ячĕпе пиртен сана парне пултăр! Эпир сана пурнăçра куллен пулăшсах тăратпăр тесе сăмах паратпăр, çирĕп сывлăх халаллатпăр.

Тавтапуç сана, аннеçĕм, пуриншĕн те. Эпир сана питĕ хытă юрататпăр, санпа мухтанатпăр, сан пек пулма тăрăшатпăр.

Пăхрăмăр та анне çине:

Сар хĕвел пек ун кулли.

Ма тесессĕн пирĕн анне

Çĕр çинче чи илемли.



24 ноября 2007
00:00
Поделиться