Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Аннеçĕм

Анне – хĕвел кулли,

Тăрать ик куç тулли.

Нихçан асран кайми,

Тăван кил-йыш ăшши.

Телей курма пире

Пилленĕ ĕмĕре.

Санпа тĕнче хитре,

Хавас тапать чĕре.

Тăван анне манми,

Ялан умра тăрать.

Юратăвĕ сÿнми,

Куллен телей сунать.

Анне – чи илемли,

Вăл пиршĕн – ыр чунли.

Унран та çепĕççи

Тупаймăн урăххи.



24 ноября 2007
00:00
Поделиться