Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Анне пурри – телей

Калас сăмахăм тĕнчери чи хаклă çыннăм – Карăкçырми ялĕнче пурăнакан Римма Григорьевна Сергеева çинчен.

Пĕр-пĕр ĕç тăватăп-и, çынпа сăмахлатăп-и, ачасене мĕн те пулин вĕрентсе калатăп-и – «Анне мĕнле тăвĕччĕ-ши, мĕн калĕччĕ-ши, мĕнле вĕрентĕччĕ-ши?» – тесе шутлатăп. Эй, мĕн каламалли! Хам та вун çиччĕмĕш çул ĕнтĕ анне, анчах хама çаплах ача пекех туятăп. Паян çумра юратнă мăшăрăм пур пулсан та, анне ăшши, аннен ыр сăмахĕ темрен те пахарах. Çулсем иртнĕçемĕн анне маншăн хаклăран та хаклă çын пулнине ăнланатăп.

Ачалăхăм çинчен аса илсен те кашни ыр саманчĕ аннепе çыхăннă. Мăнтарăн хĕрарăмĕ, ăçтан çавăн чухлĕ вăй-хăват çитернĕ-ши кашни ачи валли чун ăшши тупма? (Эпир аннен тăваттăн пулнă.) Аннене пире пĕччен ура çине тăратма çăмăлах пулман. Кăна эпĕ пит аван пĕлетĕп.

Ăçта йывăр ĕç - унта пирĕн анне ĕçленĕ. Çĕмĕрле станцийĕнче чул та пушатнă, колхоз кĕтĕвне те, фермăра пăрусене те пăхнă, вут-шанкă та хатĕрленĕ – таçта та вăй хума тивнĕ аннен. Çав хушăрах вăл кил-çуртне те çĕкленĕ.

Аннен ачалăхĕ те çăмăлах пулман. 1939 çулта ашшĕ «Сармантей саманин» патаккине те «тутанса» пăхнă. Вунă çуллăха тĕрмене хупаççĕ ăна. Аннене ашшĕн хÿтлĕхĕнче ÿсме Турă çырман. Вăл паянхи кун та çакна аса илсе куççульленет. Çакăн пек шăпаллă çынсене паян патшалăх тимлĕхе илнишĕн анне савăнать.

Маншăн ачалăхăм телейлĕ пулчĕ. Анне çумра пурри – телей! Ыр сăмахпа çывăрма выртса ăшă сăмахпа тутлă ыйхăран вăранма кама кăмăллă мар-ха; Ачаш ÿснĕ теме май çук. Аннепе юнашар тăрса пур ĕçе те тĕплĕн тума хăнăхнă. Вĕренÿре те çынсенчен кая юлман тесен те йăнăш мар пулĕ. Эпир шкула тухса кайиччен аннен ирхи апат яланах хатĕрччĕ. «Тăрăшса вĕренни – хăвăршăн. Пĕлÿ илнĕ çыншăн пур çĕрте те çул уçă», - тесе калани паянхи кун та пуçран тухмасть.

Эпир халĕ пурте çемьеллĕ. Аннен тăхăр мăнук. «Кукамай» тесен ачасем те хаваспах эп çуралнă яла вĕçтереççĕ. Кĕрÿшĕсем те аннешĕн хăйĕн ачисем пекех. Анне, кукамай пирĕншĕн – чи ырă кăмăллă та тараватлă çын. Мăнукĕсене вăл тăван тавралăха юратма, çынна хисеплеме, йывăрлăхра пулăшма вĕрентет.

Çулĕсем иртсе пынăçемĕн вăйĕсем чакаççĕ пулин те, анне картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстерме те ÿркенмест. Сад пахчинчи тем тĕрлĕ улми-çырли те иртен-çÿрене илĕртет.

Анне пурри пире пурнăçра вăй-хăват парса тăрать. Аннен ĕмĕрĕ вăрăм пултăрччĕ. Кунтан ытла пире, унăн ачисене, нимĕн те кирлĕ мар.

Анне, калас сăмах нумайччĕ:

Ырри, ăшши те кăмăлли.

Эсĕ пурри - телей те савнăç.

Тата мĕнех пит кирлĕ-ши?



"Пирěн пурнăç"
24 ноября 2007
00:00
Поделиться