Тĕп тĕллев – йĕркелĕхе сыхласси
Истори йĕрлевĕ тăрăх, йĕрке хуралçисен органне I Петĕр патша саманинчех йĕркеленĕ. Полицайсем тенĕ вĕсене. Ун чухнех вырăнти йĕркелĕхпе çынсен канлĕхне сыхлассипе ĕçленĕ, айăплисене тытса чарнă, явап тыттарнă. Пурнăç çĕнелсе улшăнса пынă май, йĕрке хуралçисен ячĕ те улшăннă – милици органне туса хунă. 1923 çулта вара çак органта участокра пăхса тăракан инспектор штатне хушаççĕ.
Паянхи кун районти 10 ял тăрăхĕнчи йĕркелĕхе 8 участок инспекторĕ пăхса тăрать. Службăра шырав вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ инспекторсем ĕçленĕренех преступниксене хăвăрт «тăрă шыв» çине кăлараççĕ.
Кăçалхи 10 уйăх хушшинче вĕсем тăрăшнипе 48 преступление уçса панă, граждансен пулăшу ыйтса çырнă 885 заявленине пăхса тухнă, айăплисем пирки 1036 административлă протокол çырнă. Сăмах май, участок инспекторĕсен ĕçĕ çăмăл мар. Вĕсен хăйсен территорийĕсенчи кашни çынна пĕлсе тăмалла. Пĕрисем тÿрĕ кăмăллă, теприсем йĕркене пăсмасăр пурăнаймаççĕ. Ялсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ ĕçсĕр çапкаланса çÿреççĕ, судпа айăпланнисем те сахал мар, эрехпе аташакансем те нумай. Çакăн йышши услапсем ытларах йĕркене пăсаççĕ. Участок инспекторĕсен вĕсене преступлени тăвасран асăрхаттармалла, обществăшăн хăрушлăх кăларса тăратакансене тытса чармалла, ăс памалла, çул çитмен çамрăксемпе профилактикăлла мероприятисем ирттермелле... Ĕçĕ нумай енлĕ вĕсен: пур çĕре те çитмелле, пурне те вăхăтра пулăшмалла.
Участок инспекторĕсен кунĕ пулнă май, çак ĕçре тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă А.С.Кашкиров ветеранпа тĕл пулса калаçрăмăр. Вăл Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн участковăйĕ пулса ĕçленĕ, тĕрлĕ преступленисен ярăмне уçса панă. «Вăрланă, ÿсĕрле çапăçнă, çемьере харкашнă тĕслĕхсемпе чылай ĕçлеттĕмĕр. Ял çынни чи малтанах пиртен-çке пулăшу кĕтет. Эпир хамăр тивĕçе чыслăн пурнăçланă, çамрăк сотрудниксене те çавнах сунатăп», – терĕ милици ĕçĕн ветеранĕ А.Кашкиров.
Уяв ячĕпе сире, участок инспекторĕсем.