«Сывлăх – чи хаклă тупра»
– Нина Владимировна, Чăваш Ен çыннисенчен 40 проценчĕ ялта пурăнни паллă. Паян сывлăха сыхлас ĕçĕн ялти уйрăмлăхĕ мĕнре?
– Ялти сыватупа профилактика учрежденийĕсен сетьне йĕркеленĕ çĕрте, паллах, хăйне евĕрлĕхсем пур. Ку вăл ялта пурăнакансен уйрăмлăхĕсемпе çыхăннă. Республикăра яла аталантарас стратеги хăйне майлă пысăк вырăн йышăнать тата хула шайĕпе танлаштарсан, социаллă инфраструктурăна йĕркелесси тĕп самант пулса тăрать. Çавăнпа çак ыйтăва паян анлăрах пăхса тухмалла. Президентăн «Обществăлла инфраструктурăна малалла аталантарасси çинчен» Указĕ, ялсене 2010 çулччен аталантармалли республикăн тĕллевлĕ программи пур ресурссене пĕр тĕле пухса тата вĕсемпе тĕрĕс усă курса ял çыннисен пурнăç пахалăхне ÿстерес тĕллевпе ĕçлеççĕ. Президентăн ытти программисем – çул-йĕр, пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пыраççĕ. Ялсене газификацилесси вĕçленчĕ. Вĕсенче вĕрентĕве, культурăпа сывлăха сыхлас ĕçсене аталантармалли çĕнĕ комплекссем йĕркеленеççĕ.
Медицина пулăшăвĕ парас системăна илес пулсан, унăн структура реорганизацийĕ 2000 çулта социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегин комплекслă программипе килĕшÿллĕн пуçланчĕ. Отрасль реформи нумай тапхăра пырать, сывлăха сыхлас ĕçĕн тĕрлĕ енне пырса тивет. Вăл вара республикăн экономикăпа социаллă политикипе килĕшсе тăрать. Реформа пирĕн отрасле обществăлла финанс уççăнлăхне шута илме, бюджет тăкакĕсене шайлаштарма, хушма инвестицисене явăçтарма тĕллев лартать. Чăваш Енре сывлăха сыхлас ĕçĕн структура улшăнăвĕ медицинăпа санитарин пĕрремĕш пулăшăвне йĕркеленинчен пуçланчĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн «Çемье медицинине аталантармалли хушма мерăсем çинчен» Указне пурнăçласа пĕтĕмĕшле практика (çемье) врачĕсен институтне йĕркелерĕмĕр. Çемье врачĕн офисĕсем, вĕсем паян республикăра 400 яхăн, уйрăмах ялта пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паллă ĕнтĕ, ял çынни врач патне тĕрлĕ сăлтавсем тупса сахал каять – хуçалăхра ĕç нумай, больница инçетре. Офиссем вара çак проблемăсене татса параççĕ те: çăмăл тĕрĕслевсем витĕр тухма район центрне е тĕп хулана каймалла мар. Çемье тухтăрĕ аслисене те, ачасене те вырăнтах пулăшать. Паян вĕсен пулăшăвĕпе ял çыннисен 60 проценчĕ усă курать.
– Пĕтĕмĕшле практика врачĕ ĕçлеме пуçланин уссине ял çыннисем хак пачĕç ĕнтĕ. Çапах ял çыннисене специализациленнĕ медицина пулăшăвĕ парасси çав-çавах çивĕч ыйту пулса тăрать.
– Структурăна улăштарни отраслĕн çак çул-йĕрне те хускатнă. Тĕнче медицининче çакăн пек закономерность палăртнă: пирвайхи сыпăкри врачсен ĕçĕн тÿпи мĕн чухлĕ пысăкрах, «ансăр» специалистсен тÿпи пĕчĕкрех – сывлăха сыхлас ĕçе çавăн чухлĕ сахалтарах укçа-тенкĕ кирлĕ. Çакна Чăваш Ен опычĕ те çирĕплетет: пĕтĕмĕшле практика врачĕн институтне тĕллевлĕ ĕçе кĕртнĕ хыççăн 2006 çулта стационарта выртасси чакнине пула пĕрремĕш пулăшун çăмăллăхĕсем 118, 1 миллион тенкĕпе танлашрĕç. Аса илер-ха, унччен участокри терапевт çăмăл чирленĕ çынсене специалист патне е стационара выртма сĕннĕ. Пĕрремĕш пулăшу службин хальхи реформи çакна çирĕплетет: участокри врач лайăх ĕçлет, унăн пациенчĕсем шала кайнă чирсемпе асапланмаççĕ, инвалида тухмаççĕ пулсан, вĕсем больничнăйпа лармаççĕ, стационарта пустуй выртмаççĕ – çакă вара перекетлĕх патне илсе пырать. Чи малтан патшалăх укçи перекетленет, кайран вара – уйрăм çыннăн.
Çак мерăсене йышăнни пĕрремĕш сыпăкри медицина ĕçченĕсем çине тимлĕх уйăрма хистерĕ, кунта вара яланах кадрсен дефицичĕ пулнă. Паян вара çак дефицит çук. Юлашки виçĕ-тăватă çул хушшинче участокри терапевтсем çĕнĕ система çине куçрĕç, пĕтĕмĕшле практика врачĕн профессине алла илчĕç. Çавăн пекех пирĕн паян икĕ çĕрте ĕçлекенсен йышĕ чи пĕчĕкки. Сывлăха сыхлас ĕçĕн пĕрремĕш сыпăкĕнче кадрсен проблемине татса панă темелле. Ытти регионсенче пĕрремĕш сыпăкри врачсемпе сестрасем 40-50 процент çитмеççĕ.
Ял çыннисем хальхи йышши медицина технологийĕсемпе усă курччăр тесе стационара улăштаракан технологисемпе анлă усă курма пуçларăмăр. Юлашки çулсенче сывату ĕçне лайăхлатса пынăран кăнтăрлахи стационарта тата килти стационарта вырттарса сипленĕ пациентсен йышĕ 2, 2 хут ÿсрĕ. Диагностика службисем техника енчен çĕнелеççĕ, районсем хушшинчи медицина центрĕсем йĕркеленеççĕ. Вĕсем пĕр вырăнта пулни кадрсене тата пурлăхпа техника ресурсĕсене концентрацилеме пулăшаççĕ.
Чăваш Енре реформа çулĕсенче 60 ытла объект ĕçе янă, вăл шутра ятарлă центрсем 12. Вĕсем: Президентăн перинаталь центрĕ, диагностика, кардиохирурги, нейрохирурги, онкологи, эндокринологи, эндохирурги центрĕсем тата ытти те. Кăçал Шупашкарта федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ (çулталăкра 6000 операци тума май парать) уçăлчĕ, унта Раççей Федерацийĕн çичĕ субъектĕнче пурăнакансем сипленĕç.
– Чăваш Ене Раççей Президенчĕ Владимир Путин ĕçлĕ çул çÿревпе килсе кайнă хыççăн республика отрасльти наци проекчĕсене пурнăçлас ĕçре малта пулнине палăртрĕ. «Сывлăх» приоритетлă наци проектне пурнăçлани отрасле малалла модернизацилеме витĕм кÿчĕ-и? Республикăра приоритетлă наци проектне пурнăçланине эсир мĕнле хак паратăр?
– Наци проекчĕн çул-йĕрне уйрăммăн е сыпăкăн йышăнма çук, вĕсем пĕр системăна кĕмелле. Мĕншĕн пире проектăн тĕп çул-йĕрĕсене пурнăçа кĕртме çăмăлрах? Мĕншĕн тесен республикăн стратегиллĕ планĕнче çак тĕллевлĕ программăсене пĕтĕмпех йышăннă. Тепĕр хут калатăп: çакă сывлăха сыхлас ĕçре çеç мар, правительствăн пĕтĕм экономикăпа социаллă политикинче палăрать. Тĕслĕхрен, Чăваш Ен правительствин пысăк проекчĕ – пĕтĕм республикăна çыхăнтаракан çулсем тăвасси, «03» диспетчер службин комплекс проектне тата çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх программине ĕçе кĕртесси пурнăçланать. Çак комплекслă мероприятисене пула паян çул çинче инкек-синкек курнисене сывату учрежденийĕсене илсе çитерес вăхăт самаях чакрĕ. Аманнине пула вилнисен йышĕ 7 процент, инвалида тухасси 15 процент сахалланчĕ.
«Сывлăх» наци проектне регионти пуçарусемпе пĕрлештерсе пурнăçа кĕртни укçа-тенкĕпе перекетлĕ усă курма, инноваци проекчĕсене ĕçе кĕртме хушма майсем йĕркелеме пулăшрĕ. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, пĕрремĕш сыпăкри врачсен ĕç укçи 1, 7 хут, медицина сестрисен 1, 5 хут ÿсрĕ. Çак проектпах васкавлă пулăшу паракан службăн автопаркне пĕтĕмпех çĕнетнĕ: 85 çĕнĕ автомобиль, Пĕтĕм тĕнчери Банкăн проекчĕпе вара 92 машина килнĕ.
– Йышăннă мерăсем, паллах, питех те усăллă. Нина Владимировна, Раççей Президенчĕпе пĕрле çÿренĕ пĕрремĕш вице-премьер Дмитрий Медведев пилот проектне пурнăçлама 13 региона суйласа илнине, çĕршывра сывлăха сыхлас ĕçе укçа-тенкĕпе пулăшассине çĕнĕлле йĕркелессине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл губернаторсем лайăх ĕçлекен хăш-пĕр регионсен ĕçне пысăк хак пачĕ. Эпир пĕлнĕ тăрăх, Чăваш Ен те проекта хутшăннисен йышне кĕрет?
– Çапла. Проектпа килĕшÿллĕн, федераци бюджетĕнчен республикăна 455 миллион тенкĕ хушма укçа уйăрнă. Чăваш Ен бюджетĕнчен – 281 миллион тенкĕ. Укçа-тенкĕне ăçта тăкаклассине те палăртнă. ЧР Президенчĕ Николай Федоров 2007 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен медицина персоналĕн ĕç укçине 2006 çулхинчен 20 процент ÿстересси çинчен ятарлă Указ кăларнă. Ĕç укçине çĕнĕ системăпа тÿленĕ чухне ĕçĕн юлашки результатне тата ĕç пахалăхне пăхаççĕ. Сывату учрежденийĕсене медикаментсемпе, медицина оборудованийĕсемпе пуянлатма та хушма укçа-тенкĕ уйăраççĕ.
– Республикăра амăшĕпе ачалăха сыхлас енĕпе нумай ĕçлеççĕ. Кун пирки çĕршыв пуçлăхĕ хăй Чăваш Енре çул çÿревпе килсен Президентăн перинаталь центрне кĕрсе курса ĕненчĕ.
– Çакна палăртатăп: Чăваш Енĕн демографи кăтартăвĕсем самаях курăмлă. Сăмахран, паян республикăра чĕчĕ ачисем вилессин кăтартăвĕ чи пĕчĕкки. 2006 çулта республикăри пысăк хуласенче ача çураласси ÿсрĕ. «Амăшĕн капиталне» ĕçе кĕртнĕренпе икĕ тата виçĕ ачаллă çемьесем йышланчĕç. Ку енĕпе Хĕрлĕ Чутай районĕнче те кăтартусем аван: ача çураласси ÿссех пырать. Перинаталь службин системине хатĕрлерĕмĕр, амăшĕсемпе ачасене тĕплĕн тĕрĕслетпĕр. Пирĕн опытпа паллашма ытти регионсенчен те килеççĕ.
Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, «Неонатальный скрининг» тата «Родовой сертификат» пайĕсемпе республикăри кашни ачана хырăмрах тĕплĕ сăнатпăр.
Чăваш Ен территорийĕнче «Раççей ачисем» программа ĕçлет. Паян республикăри интернатсенче (вĕрентÿ системинче çеç) 3 пин ытла ача пурăнать. Тата 200 ытла ача – ача çурчĕсенче. Чылайăшĕн сывлăхĕсем япăх. Çак ачасене пирĕн çемьесене вырнаçтармалла. Мĕн тумалла ку чухне? «Родовой сертификат» программа тăрăх хушма укçа-тенкĕ хĕрарăм консультацине çеç мар, ачасен поликлиникине те каять. Çапла вара эпир интернатри пĕтĕм ачасене диспансеризаци витĕр кăларатпăр. Ĕçлекен гражданин пекех ача та «сывлăх паспорчĕ» илтĕр. Ача усрава илес текенсен унăн сывлăхĕ çинчен пĕтĕмпех пĕлмелле.
Тепĕр задача вăл – реабилитаци системине анлăлатасси. 2007-2010 çулсенче эпир икĕ пысăк центр ĕçе кĕртме палăртнă.
– Наци проекчĕпе реформăн тĕп компоненчĕсенчен пĕри – диспансеризаци. Çакă врачсемшĕн хушма ĕç пулмасть-и?
– Чăваш Ен пĕлтĕр бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсене пĕтĕмпех диспансеризаци витĕр кăларнă. Республикăри 33 пин çынна яхăн обязательнăй йĕркепе медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Вĕсен йышĕнче вĕрентÿре, сывлăха сыхлас ĕçре, культурăра тăрăшакансем. Ку енĕпе пĕлтĕр Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнакансенчен 800-шĕ диспансеризаци витĕр тухнă. Кăçал бюджет организацийĕсенче ĕçлекен 900 ытла çын тухмалла. 2007 çулта республикипе хушма диспансеризацие 52 805 çын кĕмелле. Республикăна ку тĕлĕшпе 45 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ килмелле.
Хальхи вăхăтра эпир бюджет организацийĕсенче ĕçлекен мĕн пур çынна хушма диспансеризаци витĕр кăларма пуçланă. Вĕсем республикăра 85 пин çын ытла. Эпир вĕсене регистра кĕртетпĕр, «сывлăх паспорчĕ» хатĕрлетпĕр. Кунта та хăйне евĕр уйрăмлăхсем. Халĕ статистика талонне нумай хушма информаци кĕртетпĕр. Вăл шутран – Пенси фондĕнчи лицевой счечĕн харпăр хăйĕн страховани номерне, врач должноçĕн кодне, чир диагнозне, унсăр пуçне больничнăй хучĕ хăçан уçăлнă тата хупăннă кунсене палăртатпăр. Унччен кун пекки пулман. Çак хыпарсем чирлĕ çын хăш врач патĕнче пулнине, миçе кун çÿренине, мĕнле диагноз лартнине тата ыттине те пĕлтереççĕ.