ĕсне хура – хисепĕ
Ача сачĕ ытти учрежденирен сăн-сăпатпа та уйрăлса тăрать. Кунта пурте пĕчĕккисен чĕлхипе «калаçнăн» туйăнать. Ара, çÿп-çап витрисене те сăрласа илемлетнĕ, хĕр ачапа арçын ачана сăнарланă унта. Кашни ирех шăпăрлана кĕтсе илеççĕ вĕсем, каçхине вара ырă сунса киле ăсатаççĕ. Сăмахăм Хĕрлĕ Чутайĕнчи «Пилеш» ача сачĕ пирки пырать. Унăн ертÿçи Е.Аргандейкина каланă тăрăх, малтан вăл шкулпа ача сачĕ шутланнă. Урăхла каласан, шкул çулне çитменнисемпе пуçламăш класра вĕренекенсене пĕрлештерсе тăнă. Халĕ вара тĕллевĕ урăхларах: çулталăк тултарайманнинчен пуçласа кĕç-вĕç шкул алăкне уçакан таран çÿрет кунта. «Пĕр-ик çул каялла ача садне çÿрес текенсен черечĕ самаях пысăкчĕ, халĕ çук, – пĕлтерет Елена Сергеевна. – Мĕншĕн тесен эпир садик йĕркипе çеç ĕçлеме тытăнтăмăр. Пуçламăш класс ачисене шкула куçарчĕç. Ытти çул хамăрăн котельнăй пулманран çав тери сивĕччĕ. Кăçал ăна хута ятăмăр, ачасем те ытларах килме пуçларĕç. Маларах «Хĕвел» садике çÿрекенсем те пирĕн енне сукмак хыврĕç».
«Пилеше» паян 140 ача çÿрет, 7 ушкăн йĕркеленĕ кунта. Вĕсене 18 педагог ăс парать. Вĕрентекенсенчен виççĕшĕ иккĕмĕш категориллĕ, саккăрăшĕ – пĕрремĕш, пĕри аслă категориллĕ специалист. Пурĕ – 44 ĕçчен.
Асăннă коллектив кăçал тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе республикăри ача сачĕсем хушшинче ирттернĕ проектсен конкурсĕнче çĕнтернĕ. Çавна май «Пилеше» республика бюджетĕнчен 15 пин, район администрацийĕнчен 15 пин тенкĕ парса чысланă. Ку нухратпа икшерĕн ларса ярăнмалли пилĕк чуччу, газон çулмалли хатĕр-хĕтĕр туяннă вĕсем. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче ача садĕнче ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова пулса курнă. Кунти ĕçченсене ырланă, вĕсен ĕçне пысăка хурса хакланă. Республика грантне тивĕçнĕ ача садне пĕтĕмĕшле тĕрĕсленĕ министр. Çавна май пахча таврашне те пăхса çаврăннă. Чечек ăшне путнăскер кирек камăн кăмăлне те çĕклет. Кунтах ретĕн-ретĕн пахча çимĕçĕ çитĕнет, çĕр улмийĕ те пур. «Хаваслă йăран» çинче çимĕçсем вара пурте пĕрле ăмăртса тÿпенелле çĕкленеççĕ. Суханĕ кишĕртен юласшăн мар, кăшманĕ – çарăкран... «Ачасене ĕçлеме вĕрентес тĕллевпе пахча çимĕç çитĕнтеретпĕр, – кăмăллăн калаçать Е.Аргандейкина. – Воспитательсене вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ вĕсем».
Тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттереççĕ кунта. Çав шутрах тăван чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене упраса хăварас тĕлĕшпе те тăрăшаççĕ. Пуканесене те çак тĕллевпех чăваш кĕпи, тухйи тăхăнтартнă ĕнтĕ.
Ашшĕ-амăшĕпе те çыхăнса ĕçлет коллектив. Час-часах пухусем, уçă занятисем ирттереççĕ. Ку е вăл çивĕч ыйтăва та ашшĕ-амăшĕпе татса параççĕ. Сăмахран, пĕр-пĕр тетте ăсталама та хутшăнаççĕ вĕсем. Совет саманинче ăна-кăна илме патшалăх укçа-тенкĕ уйăрнă пулсан ача садне паян ку тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕ пулăшать. Воспитательсем хăйсем те кăткăс лару-тăрăва сирме тăрăшаççĕ. Сăмахран, кетчуп савăтĕнчен салфетка хумалли хатĕр-хĕтĕр ăсталанă вĕсем. Лавккаринчен пĕрре те кая мар. Кунашкал тĕлĕнтермĕш туллиех кунта. Пуç ĕçлесен, ÿркенмесен темĕн те ăсталама пулать иккен.
«Пилеш» ача сачĕн коллективĕ юрлама та, ташлама та ăста. Ахальтен мар районта иртекен кашни мероприятие хутшăнать вăл.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕ тăрăх, кăçалтан «Чи лайăх ача сачĕ», «Чи лайăх воспитатель» конкурссем йĕркеленĕ. Вĕсене малашне кашни çулах ирттересшĕн. Кăçалхи пĕтĕмлетÿсене январь уйăхĕнче тăваççĕ. Çĕнтерÿçĕ-ача садне – 25 пин тенкĕ, чи лайăх воспитателе (пилĕк çынна палăртмалла) 5 пин тенкĕ укçан хавхалантарма палăртнă. Кунашкал çĕнĕлĕхе хальлĕхе Хĕрлĕ Чутай таврашĕнче çеç йĕркелени паллă. Хавхаланса ĕçлеме сăлтавĕ те пур. Апла пулсан Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи ача сачĕсен ĕçченĕсем малашне вĕрентекенсенчен юлмаççĕ. Вĕсене те район гранчĕпе чыслĕç-çке.