Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çемье ăшши – ачара

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи II Липовка ялĕнче икĕ ача çемье ăшши тупнă. Козловсене Ульянăпа Женя атте-анне тесе чĕнеççĕ. Вĕсен ырă тĕслĕхне кура ыттисем те ачасене усрава илнĕ.

“Çуртне хăпартрăмăр, тултарма вара ача кирлĕ!” – тесе пĕрре çеç каламан Любовь Петровна мăшăрĕпе Виктор Александровичпа. Тĕплĕн шухăшланă хыççăн Козловсем вырăнти опекăпа попечительство органне çул тытаççĕ. “Мĕншĕн вара сире ача кирлĕ;” – хыттăнах ыйтнă вĕсенчен. “Укçашăн мар, çемье тулли пултăр тесе”, – хуравланă Козловсем.

Чăн та, пурăнма çурчĕ кермен пек. Любовь Петровна Чутайри Пенси фондĕнче ĕçлет. Ача илме пĕтĕм услови пур. Çавăн пек çирĕплетнĕ хут панă та вĕсене. Козловсем районтан мар, инçерех илме шут тунине те систернĕ. Шупашкарти “Малютка” ача центрне çул тытаççĕ вĕсем. Суйласа илес тесессĕн пĕрремĕш кăтартнине, иккĕри арçын ачана, Женьăна илеççĕ. Çуратнă ача та хăш чухне сăнĕпе ашшĕ-амăшĕ пек пулмасть. Женя вара – каснă-лартнă Виктор Александрович. Тур паллисем те унăнни пекех, пĕр вырăнта. Çĕнĕ çемьере арçын ача Любовь Петровнăпа çав самантрах пĕр чĕлхе тупнă. Мăшăрĕнчен вара чылай ютшăннă. “Малюткăра” хĕрарăмсем çеç ĕçленĕ-çке! Пĕр хуралçă – Ваççа пичче – анчах пулнă. Женьăпа çывăхланас тесе Виктор Александрович ачана каçхине алăран витамин ĕçтернĕ, çывăрттарма вырттарнă. Каярах вара арçын ача унăн чĕрçи çинчен те анман. Халĕ вара вăл телевизор пăхса пĕтермесĕр те выртмасть. Арçын ача – килте пĕччен кичем пулнăран-ши – малтанхи кунсенче кĕтесре ларакан кивĕ купăса турткаланă. Çакна курса ашшĕпе амăшĕн ăшшине панă Козловсем синтезатор та илсе параççĕ ăна.

“Хамăршăн Женьăна илтĕмĕр, ăна валли юлташ кирлĕ”, – икĕ çултан шут тытаççĕ Виталий Александровичпа мăшăрĕ. Женьăпа пĕр çултине шыранă вĕсем. Çур çултан Çĕнĕ Шупашкарти реабилитаци центрĕнчен тăватă çулти Ульянăна илсе килеççĕ.

– Санăн йăмăку пулать, – ăнлантарнă ывăлне вĕсем.

Виçĕ кун Ульяна макăрнă. Хĕр ача аванах пысăк пулнипе çирĕп калаçма шутланă вара Любовь Павловна. Чăн та, хĕр ачан тепĕр куннех куçĕ ялкăшма пуçланă. Женя та унпа теттисене пайланă. Хĕр ача Любовь Петровнапа Виталий Александровича атте-анне тесе чĕнме пуçлать. Женя ашшĕн чĕрçи çинче ларнине курсассăн Ульяна та хăпарма васкать. Ачасем хытах айкашсассăн хăйне евĕрлĕ “айăплав” шыраса тупнă Любовь Петровна мăшăрĕпе. Сас палли вĕренеççĕ. Е пĕри гимнастика хусканăвĕсем тăвать, тепри çав вăхăтра шутлать. “Патшалăх ачасемшĕн паракан укçана банкра упратпăр. Вĕренме пухăнтăр”, – тет çунат хушнă мăшăр.

Ачасене район центрне садике леçме машина та туяннă вĕсем.

– Ача пулманнишĕн çут çанталăка, пурнăçа ÿпкелекен нумай. Çав вăхăтра вара çемье ăшшисĕр ÿсекен те сахал мар. Çакна вăхăтра ăнланмалла, кая юлмасăр усрава илмелле, – хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Любовь Петровна.



17 ноября 2007
00:00
Поделиться