Çĕнĕ Указ этем чунне сиплекен эмел пекех
Тĕллевĕ питĕ пархатарлă асăннă Указăн – Чăваш Енĕн культура вăй-хăватне малалла аталантарма условисем туса парасси.
Культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем мĕнле кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç-ха ăна? Мĕн шухăшлаççĕ ун пирки;
Станислав ИЛЬИН, Республика халăх пултарулăх çурчĕн директорĕн çумĕ:
– Паянхи кун Чăваш Енре 911 клуб учрежденийĕ. “Чăваш Ен культури: 2006-2010 çулсем” республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн, вĕсенчен 400 ытларахăшĕ никĕс (база) шайĕнче пулмалла. Ыттисем – филиалсем. Хăшĕсем хупăнма та пултарĕç. Анчах та çакă вăл е ку ял çыннисем культура “выçлăхĕпе” тертленессе пĕлтермест. Автоклубсен ĕç-хĕлне лайăхлатма, вăйлатма, вĕсен йышне ÿстерме тивет. Паянхи кун республикăри 15 районта 21 автоклуб. Нумаях пулмасть вĕсен ĕçченĕсемпе семинар ирттернĕччĕ. Çивĕч ыйтусене шăпах çавăнта сÿтсе явнăччĕ. Пирĕн ĕçри çĕнĕ проект “Куçса çÿрекен клубсен академийĕ” шăпах вĕсене татса парас, пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлет те. Сăмах май, Челябинскра Раççей шайĕпе иртнĕ семинарта пирĕн проекта ырланă.
Умра – питĕ пысăк ĕçсем. 2-3 çул хушшинче уйрăмах тимлĕ ĕçлерĕмĕр, республикăри пур клубпа культура çурчĕн, учрежденин паспортне хатĕрлерĕмĕр. Сăмах май, каллех Раççейре пĕрремĕшсем пултăмăр. Ку Указ – республикăра “Культура” наци проектне пурнăçламалли никĕс.
Антонина АЛЕКСАНДРОВНА, Елчĕк район администрацийĕн социаллă аталану секторĕн ертÿçи:
– Тахçанах кĕтнĕ Указ тинех кун çути курчĕ. Çакă Чăваш Ене культура анлăшĕнче тата малалла аталанма май туса пачĕ. Эпир хамăр енчен мĕн тăватпăр-ха; Лаш Таяпа, Аслă Пăла Тимеш, Вырăскасси, Аслă Елчĕк культура çурчĕсем, тахçанах хута янăскерсем, питĕ пысăк. Вĕсене хĕлле хутса ăшăтма çăмăл мар. Çакна шута илсе улшăнусем турăмăр. Пысăк залсене спортсменсене патăмăр. Халăхпа куллен ĕçлеме пĕчĕкрех, ăшă парса тăракан пÿлĕмсене илтĕмĕр.
Указра клуб учрежденийĕсен çывăхĕнчи территорисене тирпей-илем кĕртес ĕçсем пирки те асăннă. Ку енĕпе эпир начар мар вăй хунă темелле. Сăмахран, Аслă Пăла Тимеш, Курнавăш, Аслă Елчĕк, Аслă Таяпа культура çурчĕсен умĕсене Елчĕкри пекех тирпей-илем кĕртнĕ.
Хальлĕхе кадр ыйтăвĕсене татса панă теме иртерех-ха. Пултарулăх ертÿçисем, хореографсем, музыкантсем çитмеççĕ. Указпа килĕшÿллĕн, чылай ыйтăва татса парсан çамрăк специалистсем яла таврăнма пуçласса шанас килет.
Ирина БАЛКОВА, Чăваш патшалăх культура институчĕн ректорĕ:
– Паянхи кун республикăри культура учрежденийĕсенче 1500 ытла çын ĕçлет. Пирĕн институтра е ытти вырăнта ятарлă пĕлÿ илнĕ специалист ялти халь-халь ишĕлсе анма пуçланă, хуралтă çуртне аса илтерекен клуба ĕçлеме каяс тесе ăнтăлмасть. Хуларах тытăнса юласшăн вăл. Çавăнпа та асăннă Указ кун çути курни питĕ кирлĕ, вырăнлă. Пирĕн институт ĕçченĕсем районсемпе çыхăнса вырăнта мĕнле специалистсем кирли пирки ыйтăмсем ирттереççĕ. Çавăн хыççăн вăл е ку специалистсене хатĕрлеме пуçлатпăр. Хальхи вăхăтра социокультура ĕç-хĕлĕ енĕпе специалистсем, театрализациленĕ уявсен режиссерĕсене хатĕрлес енĕпе ĕçлеме пуçларăмăр.
Галина ПЕТРОВА, Вăрмар район администрацийĕн социаллă пай пуçлăхĕ:
– Указа тахçанах кĕтнĕ. ЧР Президенчĕ октябрь уйăхĕнче пирĕн района çул уçма пырсан эпĕ ăна шăпах çак ыйтăва панăччĕ. Акă, Указ кун çути курчĕ те.
Районта 44 культура учрежденийĕ. Вĕсенчен 7-шĕ юридици сăпачĕпе усă курать. Ял тăрăхĕсенчи (вĕсем 16) культура çурчĕсене тĕпрен çĕнетсе юсама палăртнă. Çиччĕшĕ хатĕр терĕмĕр, тата Арапуçĕнче пысăк юсав пырать. Кĕтеснер, Тикаш культура çурчĕсене, Анаткасри клуба çут çанталăк газĕпе ăшăтмалла тăвасшăн.
Паянхи кун районти виçĕ çамрăк культура институтĕнче вĕренет, тăххăрăшĕ – культура училищинче тата тăваттăшĕ – музыка училищинче.
Çĕн йĕркелÿсем ăнăçлă иртсен çамрăк специалистсем тăван районах таврăнас шанăç пысăк.
Сергей КАЛИКОВ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Муркаш районĕнчи Орининти культура çурчĕн директорĕ:
– Çын апатпа çеç пурăнмасть. Тинех этем чунне сиплемелли Эмел-Указ кун çути курчĕ.
Пирĕн икĕ халăх коллективĕ – кĕçех 90 çул тултаракан халăх театрĕ тата “Шуракăш” юрăпа ташă ансамблĕ пур. Пурлăх никĕсĕ мĕнлерех-ха; 20-30 çул каялла туяннăскерсем. Çамрăксем паянхи кун таппинчен юласшăн мар, купăс-баянпа илĕртеймĕн ăна. Çавăнпа та ял клубĕн те малалла аталанмаллах. Ăна çапла тума пулăшса ялпа хула хушшинчи тан марлăха чылай пĕчĕклетнĕ пулăттăмăр.