Преступлени тата явап
Преступленисен йышĕ çулсерен ÿссе пыни куç кĕрет. Çак çул çине чылай чухне çул çитмен ачасем тăраççĕ. Мĕн тĕртет-ха вĕсене саккун урлă каçма?
Каникула каяс умĕн Çĕн Атикасси шкулĕнчи 10 “А” класс “Преступлени тата явап” ятпа пресс-конференци ирттерчĕ. Класс ертÿçи Валентина Петровна Чертова йĕркеленипе çак класс сехечĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Кунта “журналистсем” те пур. Вĕсем “судьяна” тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. “Инкек тÿснисем” мĕн пулса иртнине каласа кăтартрĕç.
Акă, пĕрин ывăлĕ преступлени çулĕ çине тăнă. Мĕнле майпа; Хăй ирĕкĕпех-ши; Çук.
Кашни ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕ йĕркесĕр ушкăнсемпе çыхланса каясран хăрать. “Туслăх” тени те кун пек ушкăнсенче уйрăм пĕлтерĕшлĕ. Пĕри иртен-çÿрене тапăнсан теприн те унран юлмалла мар. Атту намăс-çке! Хăравçă тесе калĕç тата. Пĕрне тĕрмене хупсан, паллах, теприне те хăвармаççĕ. Мĕн тери тĕрĕс мар ĕç тунине тинех ăнланса илĕç вара çамрăк преступниксем. Чавса çывăх та çыртма çук. Çитменнине, ят та, чыс та вараланать. Йĕркесĕр юлташ хыççăн кайсан çапла пулать çав.
Тата нумай-нумай кăсăклă темăсене сÿтсе яврĕç аслă классем. Юлашкинчен Валентина Петровна вĕренекенсем саккуна мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕ. Пĕлкелеççĕ иккен!
Пресс-конференци питĕ усăллă иртрĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк пулчĕ.