Шкулти пурнăç
Юлашки вăхăтра пурнăç çĕнелсех, лайăхлансах пырать.
Чăн та, патшалăх пире лайăх вĕренме пĕтĕм условисем туса пама тăрăшать. Акă, пирĕн шкултах 4 компьютер, 1 музыка центрĕ, 2 тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор, 2 DVD, 1 цифрăллă фотоаппарат тата ытти те пур.
Вĕсем пирĕн шкулта экспонат вырăнĕнче (музейри пек) лармаççĕ. Эпир вĕсемпе кашни кунах ĕçлетпĕр, уроксенче усă куратпăр. Уроксем хыççăн та пирĕн шкултан киле каяс та килмест. Е.А.Петрова, Р.И.Захарова вĕрентекенсем пирĕнпе уроксем хыççăн та хаваспах ĕçлеççĕ. Шкул пурнăçĕ атте-аннесене те кăсăклантарать. Вĕсем час-часах шкула килсе çÿреççĕ.
Эпир пурте лайăх вĕренме тăрăшатпăр.