Пуян çын
– Мĕн пулнă сана, юлташăм, – тетĕп сывлăх суннă май, – ĕмĕтленни пурнăçланчĕ-им, эсĕ тахçантанпах автомашина выляса илесшĕнччĕ вĕт; Апла пулсан тинех кине савăнтартăн ĕнтĕ, – хушса хуратăп. Вăл, ара, тахçантанпах «Русское лото» тата «Золотой ключ» лотереисемпе аташать. Çав-çавах кĕçĕн кине автомашина выляса илсе парнелетĕп тет.
– Мĕн вăл машина, – тет юлташăм. – Халĕ ялта манран пуянни те çук. Хамăн, çийĕнчен, ятарлă сыхлавçă та çук, мана çав-çавах никам та çаратаймасть, – тет.
– Тата мĕн шуйттанĕ пулма пултарать-ха; Тен, НТВ каналри кинора пытарса хăварнă платина ещĕкне тупрăн;
– Эй, санпала, анчах каларăм вĕт-ха, мĕн тума кирлĕ мана ылтăнпа хаклă йышши чулсем е тата темĕнле тимĕр-тăмăр; Вĕсемпе киленсе ларас пулсан та хăвăн сурăх хÿри пек чĕтресе ларас пулать. Ку чухнехи саманара ун пек япаласем çине куç хывакан питĕ нумай. Каласа парам-ха сана йĕркипе хам пуянлăх çинчен.
Акă, иртнĕ çул кăна манăн аслă хĕр мăнукăм кĕçĕн хĕр мăнук (правнучка) парнелерĕ, халĕ вара эпĕ кукаçи кăна мар, аслă кукаçи те, хама вара генерал тесех шутлатăп. Кăçал вара, Ача çулталăкĕнче, манăн кĕçĕн кинĕм тепĕр хĕр мăнук парнелерĕ, тата халĕ кăна Шупашкартан шăнкăравларĕç – кĕçĕн хĕрĕм те тепĕр хĕр мăнук çуратни çинчен пĕлтерчĕç. Халĕ ăнлантăн-и мĕнле пуянлăх пирки сăмах пынине; Ахаль те маларах çуралнă мăнукăма каçсерен кайса чуп туса килмесен пĕр каç та лăпкăн çывăрса каяймастăп. Хăçан та пулин унăн черчен ÿтне çыртса татса илетĕп-и-ха, Турă ун пек ан хуштăрах. Халĕ анчахрах çуралнă хĕр пĕрчине курма Шупашкара кайма хатĕрлентĕм-ха, – тесе вĕçлерĕ хăй сăмахне юлташăм.
Халĕ юлташăн темĕнле ылтăнран та хаклăрах пуянлăх пуррине эпĕ те лайăх ăнлантăм.