Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«Пĕр тĕллевпе, тачă çыхăнса»

Право йĕркине пăхăнманнине хирĕç кĕрешесси, киревсĕр ĕçсен çулне пÿлесси, преступленисене уçса парасси республикăра мĕнле пурнăçланса пырать; ЧР Шалти ĕçсен министерствин тата шалти ĕçсен органĕсен умĕнчи малашнехи ĕç тĕллевĕсем еплерех? Çак тата ытти çивĕч ыйтусене ЧР Шалти ĕçсен министрĕ В.АНТОНОВ хуравлать.

Чăваш Енри шалти ĕçсен органĕсем паян административлă çĕнĕ йĕркелÿ процесне активлă хутшăнаççĕ, профилактика ĕçĕн нумай майлă тытăмĕнче тĕп пай шутланаççĕ. Чăваш Ен Президенчĕ Николай Васильевич Федоров республикăн Шалти ĕçсен министерствин ку сферăри ĕç-хĕлне лайăх хак пачĕ. Профилактика – министерство ĕçĕнчи тĕп çул-йĕрсенчен пĕри. Преступность шайĕ ÿсессине чарма май килчĕ, республикăра террорла актсене пулса иртме паман. Обществăлла политика лару-тăрăвĕ те, нацисем хушшинчи хутшăнусем те лăпкă. 2006 çулта, акă, уйрăмах йывăр преступленисем самаях чакрĕç, киревсĕр ĕçсене уçса параслăх шайĕ те таврара чи лайăххисенчен пĕри. Хĕç-пăшалпа усă курса тунă преступленисен шучĕ те сахалланчĕ.

– Тĕрлĕ ыйтăмсем кăтартнă тăрăх, милици ĕçне хуть те мĕнле хакласан та, мĕн те пулин сиксе тухас-тăк çынсем “02” номерпе шăнкăравлаççĕ. Шанăçа тÿрре кăларас тесе Чăваш Енре мĕнле ĕçсем пурнăçлаççĕ?

– Милици сотрудникĕсене паян çăмăл килмест. 2006 çулта, сăмахран, ЧР Шалти ĕçсен министерствин дежурнăй чаçне “02” телефонпа граждансенчен 800 пин ытла пĕлтерÿсемпе заявленисем килнĕ. Ку хисепе уйăхсем, кунсем тата сехетсем çине пайласан, кашни минутрах кам та пулин милицие шăнкăравласа пулăшу ыйтни курăнать. Йĕркелĕх хуралçисем нихăш пĕлтерĕве те тимлĕх уйăрмасăр хăварман. Халăх шанăçне тÿрре кăларас тĕллевпе (ыйтăм кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енре пурăнакансенчен 65 проценчĕ милици ĕçне лайăх хаклать), Шалти ĕçсен министерстви урамри преступноçе пысăк тимлĕх уйăрнă. Йăлана кĕнĕ меслетсемсĕр пуçне, информаци базисене тăвассипе çыхăннă ăслăлăхпа техника çитĕнĕвĕсемпе те усă куратпăр. Урамсемпе обществăлла вырăнсене пăхса тăракан хатĕрсемпе усă курни тата диспетчер пункчĕсем кирлĕ вырăна милици нарячĕпе пĕрлех хушма вăй вырăнне уйрăм сыхлав предприятийĕсен тата хăрушсăрлăх службин сотрудникĕсене яма май параççĕ.

– Право нормисене пăснă тĕслĕхсене асăрхаттарас тĕлĕшпе Чăваш Ен милицийĕ мĕнле меслетсемпе усă курать?

– Раççейри ытти пысăк хуласенчен тĕслĕх илсе, кăçал çуркунне Шупашкарта та милицие васкавлăн чĕнмелли кнопкăсем вырнаçтарнă. Çакнашкал кабинăсем Хусанкай тата Ленин Комсомолĕн урамĕсен тăваткалĕнче, Çĕнĕ Кăнтăр микрорайонта “Ромашка” лавкка çуртĕнче пур. Кĕçех вĕсем хулари лăпкă мар ытти вырăнсенче те пулĕç. Пулăшу кирлĕ çын кнопка пусса Шалти ĕçсен министерствин дежурнăй чаçĕпе çыхăнать. Адреса пĕлтерме те кирлĕ мар – пулăшу ыйтнă вырăна ятарлă карттăпа тупаççĕ. Ку питĕ меллĕ. Акă, нумай чухне вăрăсем куç хывнă япала – кĕсье телефонĕ. Çапла, шар курнă çын ниепле те “02” номерпе шăнкăравлаймасть. “Гражданин – милици” васкавлă çыхăну кабинисене вырнаçтарни криминогенлă лару-тăрăва улăштарасса шанатпăр.

Обществăлла йĕркелĕхе хÿтĕлессине 5 пин дружинник активлă хутшăнать. Халăх дружинисене муниципаллă органсен йышăнăвĕсемпе йĕркеленĕ, ял тăрăхĕсен тата хула округĕсен шайĕнче ĕçлеççĕ. Вĕсен пулăшăвĕпе 2006 çулта 400 ытла преступлени уçса панă.

Тĕрлĕ службăсен пĕрлештернĕ вăйĕпе пĕрлĕхлĕ телекоммуникаци сечĕ пулса пырать. Вăл айăпланма пултаракан кашни çын çинчен информаци илме даннăйсен базине пĕрлештерме май парать.

Ку информаци кĕске вăхăтрах тĕрĕс йышăну тума пулăшать. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче преступленисене уçса парас тĕллевпе мĕнле меслетсемпе, çĕнĕлĕхсемпе усă курнине те сăнасах тăратпăр. Ют регионти ĕçтешсен паха опытне хаклатпăр кăна мар, хамăр ĕç-хĕлте те пурнăçа кĕртетпĕр.

Обществăн сывă вăйĕсене йĕркелекен виçĕ шайлă (республика, хула, ял) тытăм туса хунă. Участковăйсемпе пĕрле общественность ячĕпе профилактика канашĕ те хăйсене киревсĕр тытакан – вĕçĕм ÿсĕр çÿрекен, вăрçма-харкашма юратакан – граждансемпе ĕçлет. Çапла майпа, преступленисем тăвас туртăм пур çынна тупса палăртса учета илеççĕ. Йĕркелĕхе тĕрĕслесе тăма çĕнĕ майсем тупăнаççĕ. Ял тăрăхĕсен халăх суйланă пуçлăхĕсĕр тата депутачĕсемсĕр пуçне профилактика канашĕсене опытлă вĕрентекенсем, тухтăрсем, культура ĕçченĕсем тата ытти хисеплĕ çынсем кĕреççĕ. Палăртмалла, канаш хăйĕн ĕçĕнче ăнăçсăр çемьесенче ÿсекен, пурнăçри хăш-пĕр лару-тăрăва кура кукăр çул çине тăма пултаракан çул çитмен çамрăксене пысăк тимлĕх уйăрать. Ку çивĕч ыйтусене татса парассинче общественность вăйĕпе усă курни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

– Килте хатĕрленĕ эрех е суррогат сутакансем нумайланса кайни халăха питĕ пăшăрхантарать. Шалти ĕçсен министерстви ку пулăмпа мĕнле майсемпе кĕрешет?

– Саккуна пăснă тĕслĕхсене асăрхаттарас енĕпе ирттерекен патшалăх политикин тĕп положенийĕсене тата тĕрлĕ социаллă-экономика процесĕсен çитменлĕхĕсене чакарассипе пурнăçланакан мерăсене Чăваш Республикинче 2007-2009 çулсенче преступноçпе кĕрешессине вăйлатассипе йышăннă республикăри комплекслă программăра, “Чăваш Республикинче саккуна пăснă тĕслĕхсене асăрхаттарас тĕллевпе 2006-2008 çулсем валли йышăннă комплекслă мерăсем” тĕллевлĕ программăра çутатса панă.

Шалти ĕçсен министерстви пуçарнипе Министрсен Кабинечĕ “Чăваш Республикин территорийĕнче алкогольлĕ продукци çаврăнăшне йĕркелессипе çыхăннă мерăсем çинчен” тата “Алкогольлĕ продукцине ваккăн сутассине йĕркене кĕртессипе хушма мерăсем” постановленисем йышăннă. 2006 çулта сутас тĕллевпе килте эрех хатĕрлесе упранă тата сутнă 6268 тĕслĕх тупса палăртнă.

Алкогольлĕ продукци сутасси енĕпе саккунлăха пăснăшăн республикăра 74, 8 пин çынна явап тыттарнă. Штрафсен пĕтĕмĕшле сумми 10, 5 миллион тенкĕпе танлашнă.

– Тытăм уçă мар-тăк, унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки информаци ирĕклĕ пулмасан халăх ăнланулăхне тата шанăçне çĕнсе илеймĕн. Паянхи кун Шалти ĕçсен министерстви уçă тытăм-и?

– Граждансен шалти ĕçсен органĕсене шаннин шайне ÿстерессине, службăри ĕç-хĕлте çынсен прависене тата ирĕкĕсене хисеплессине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Массăллă информаци хатĕрĕсемпе пĕрле тачă çыхăнса информаципе пропаганда ĕçне ирттеретпĕр, Шалти ĕçсен министерствин Интернет-сайчĕ пĕрмаях ĕçлет. Кунсăр пуçне сайтра “хăна кĕнекине” уçнă: унта кĕрсе кашниех шалти ĕçсен органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ыйтса пĕлме е çитменлĕхсене пĕлтерме пултарать. Ыйтусене граждансен заявленийĕсемпе пĕлтерĕвĕсене пăхса тухма палăртнă вăхăтра хуравласа сайта вырнаçтараççĕ. Ку ĕç-хĕле правăна хÿтĕлекен, ветерансен тата ытти обществăлла организацисене тата тĕн конфессийĕсене хутшăнтарас тĕллевпе Шалти ĕçсен министерстви çумĕнче обществăлла канаш ĕçлет.

– Вадим Валентинович, районта Хĕрлĕ Чутайри шалти ĕçсен пайне çитес вăхăтра кÿршĕ районти шалти ĕçсен пайĕпе пĕрлештересси çинчен сас-хура çÿрет. Эсир кун пирки мĕн калама пултаратăр?

– Çитес вăхăтра Хĕрлĕ Чутай районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ урăх ШĔП-пе пĕрлешмест, анчах та милици сотрудникĕсен штачĕ пĕчĕкленет.

– Преступленисене уçса парассипе Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ШĔП республикăра миçемĕш вырăн йышăнать?

– Пĕтĕмĕшле илсен, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче преступленисене уçса парасси лайăхланнă. Кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче ку кăтарту 85, 5 процентпа танлашнă. Çынна пусмăрланине, хĕненине, çаратнине тупса палăртассипе кăçал аван ĕçленĕ, улталакансене, ют пурлăха хапсăнакансене, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăсакансене тытса чарасси япăхланнă. Çав вăхăтрах “хĕрÿ йĕр” тăрăх 226 преступление уçса панă (79, 3%). Вăрă-хурахсемпе кĕрешес тĕллевпе çĕрлехи вăхăтра “Шырав” ушкăн ĕçлет. Паянхи куна вĕсем 24 преступление уçса панă. Пĕлтĕрхи кăтарту – 17 тĕслĕх.

– Инкек пулсан эпир “02” номерпе шăнкăравлама хăнăхнă. Районти шалти ĕçсен дежурнăй чаçĕпе тата мĕнле çыхăнма пулать?

– “02” номерпе çыхăннисĕр пуçне граждансем сотовăй телефон урлă та 8 927 845 66 12 номерпе шăнкăравлама пултараççĕ. Унсăр пуçне халĕ кашни ялтах таксофонсем пур.

Юлашкинчен çакна калас килет. Хаçатра вырăн панипе усă курса, эпĕ Милици кунĕ ячĕпе шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансене тата ветерансене саламлатăп, пурне те çирĕп сывлăх, çемьере телей, ĕçре ăнăçу сунатăп.



10 ноября 2007
00:00
Поделиться