Пĕр професси, анчах тĕрлĕрех çырăнать
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикин уйрăмĕнче ыйту çине çакăн пек хуравларĕç: çăмăллăхлă пенсие сиенлĕ веществосемлĕ флюссемпе ĕçлекен автомат е çурма автомат машинăсем çинче ялан тулли ĕç кунĕ вăхăтĕнче (ĕç вăхăчĕ 80 процентран кая мар пулмалла) тăрăшакан электросварщиксем тивĕçеççĕ.
Çак ĕçсене 12 çул та 6 уйăхран кая мар пурнăçласа пынă тата 25 çултан сахал мар страхлав стажĕ пур арçынсене ĕç пенсине вăхăт çитмесĕрех 55 çултан пуçласа параççĕ.
Ĕç кĕнекинче электросварщиксене час-часах газоэлектросварщиксем тесе çыраççĕ. Çаксем пĕр профессийĕн тĕрлĕ ячĕсем пулин те, çăмăллăхлă пенсие электрогазосварщиксене те, газоэлектросварщиксене те параççĕ. Анчах та ĕç кĕнекинче мĕнле ĕç тунине тата унăн условийĕсем çинчен çырман пулсан, вĕсене çирĕплетсе паракан справкăсем кирлĕ.