Мăкăнь пуçтаракана тытса чарнă
Килти хуçалăхра мăкăнь акса туса илекенсене çирĕп айăпланине пурте пĕлеççĕ. “Ятарласа акмастпăр-çке, хăех çултан-çул шăтса тăрать”, – текенсем те пур. Апла пулсан, кил хуçисен мăкăнь тунисене шăтса тухсанах çумласа тăкмалла.
Кил таврашĕнче çак ÿсен-тăрана пĕтерсе пыман граждансене явап тыттараççĕ. Район территорийĕнче çак йĕркене пăхăнманнисем те пур. Наркотикпа услам тăвакансем вара кам мăкăнь ÿстерсе тăнине хăвăрт сисеççĕ. Мăкăньрен сывлăхшăн питĕ сиенлĕ, анчах тупăш кÿрекен наркотикла веществосем хатĕрлеççĕ. Кăçал ку енĕпе 2 преступлени пулнă. Çĕмĕрле хулинче пурăнакан Р.Ибрагимов гражданин Трапай ялне килнĕ, мăкăнь тунисем пуçтарнă. Шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем çакна пĕлеççĕ, саккуна пăсакана ярса илеççĕ. Халĕ преступнике суд тенкелĕ кĕтет.