Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Каçхи «ухутниксем» лавккасене куç хывнă

Ют пурлăха хапсăнни чи анлă сарăлнă преступленисен йышне кĕрсе пырать. Хăш-пĕр çынсем «кукăр алă» чирĕпе асапланаççĕ. Мĕншĕн? Кăна чи малтанах ĕçлемесĕрех пуяс килнипе ăнлантармалла пулĕ. Вăрман касса, утă çулса пилĕк авни мар-çке ку. Акă, октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче вăрăсем умлăн-хыçлăн 3 лавккана çаратнă, пурĕ 34 пин ытла тенкĕлĕх пурлăх хĕстерсе тухнă.

Чи малтанах каçхи «ухутниксем» Мучикассинчи Н.Г.Мурайкина предпринимателĕн «Нива» лавккине çаратма тухнă, пысăк тăкак кÿнĕ. Ку октябрĕн 6-мĕшĕнче çĕрле пулнă. Унпах çырлахман-ха вĕсем, тепĕр каçхине вăрман леш енчи лавккасем çине куç хывнă. Вăрăсем Тракушкăнчи тата I Хурашашри райпон суту-илÿ лавккисене ухтарса тухнă. Юрать-ха, сутуçăсем сутса пухăннă укçа-тенкĕне унта упраман, çапах та хăш-пĕр кирлĕ таварсене хĕстерсе кайнă вăрăсем. Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем преступленисене уçса парас ĕçе пикеннĕ, вăрăсем унта та, кунта та пĕр пек ĕçленине палăртнă. Апла пулсан çак ĕçсене пĕр ушкăн тума пултарнă тесе шутланă. Виçĕ кун хушши шыранă вăрăсене, çул çинчи мĕн пур автомашинăна тĕрĕсленĕ. Пĕррехинче «Шырав» ушкăн (вăл кун ĕçре А.Тунейкин, А.Илларионов, В.Макаров пулнă), Мучикасси ял çывăхĕнчи автоçул çинче пĕр машинăна чарать. Шалта ларакансем хăйсене пăлханарах тытнăран, милици ĕçченĕсем вĕсене шалти ĕçсен пайне илсе килсе тĕрĕслев ирттереççĕ. 4-шĕнчен пĕри çеç судпа айăпланманнине палăртаççĕ, ыттисем пурте ют пурлăха хапсăннăшăн суд сакки витĕр тухнăскерсем пулнине пĕлнĕ. Вĕсенчен 3-шĕ етĕрнесем, пĕри Муркаш районĕнчен пулнă. Халĕ каçхи «ухутниксем» пирки следстви пырать.



10 ноября 2007
00:00
Поделиться