Кĕре чысласа конкурс
Çак кунсенче Хусанушкăнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта кĕр уявне ирттерчĕç.
Пĕлтерÿ тăрăх, ачасем уява хатĕрленмелли килти ĕçсемпе паллашрĕç, хатĕрленчĕç, кашни класс хăйне май тăрăшрĕ.
Малтанхи кун 1-4-мĕш класс ачисем кĕр илемне, пуянлăхне сăнласа кăтартассипе тупăшрĕç. Мăйăр пуçтарас конкурсра Д.Абрамов пултаруллă пулчĕ. Пан улми хăвăрт çиессипе Н.Фролов палăрчĕ. Ташăçăсен конкурсĕнче А.Орлова, Н.Дмитриева, Л.Долгова ăсталăхне кăтартрĕç. Кусем пурте тăваттăмĕш класра вĕренекенсем. Тупмалли юмахсен тупсăмне те тупма тăрăшрĕç кĕçĕннисем: Е.Алежейкина (4 кл.), Н.Тимофеев (3 кл.), Д.Макаров (2 кл.). А.Смирнов (3 кл.), А.Степкина (3 кл.), Л.Токарева, Л.Ванюшкина (4 кл.) сăвăсем те янăратрĕç конкурсра. Сĕтел çи, стена хаçачĕсене пурте илемлĕ тунă.
Тепĕр кунне 5-7-мĕшсем кĕре чысларĕç. Кĕркуннене юратса стена хаçачĕсем кăларнă, сĕтел çинче мĕн кăна çук пулĕ! Командăсем пĕр-пĕринпе паллаштарнă хыççăн тĕрлĕ тупăшура вăй виçрĕç. Кĕркунне çинчен тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç. Кĕрхи пахча çимĕçе куçсене çыхса тытса пăхса пĕлчĕç. Кунта З.Кокшейкина (7 кл.) уйрăмах палăрчĕ. Урайĕнчи тырă пĕрчисене кашни сортне уйăрса пуçтарчĕç. Борщ хатĕрлерĕç, ушкăнпа кĕрхи пахчана ÿкерчĕç. Класс ертÿçисем кĕленчене пăрçа ярассипе ăмăртрĕç. С.В.Яруткина (7 класс ертÿçи) ыттисенчен нумайрах кĕртрĕ. Юрă-ташăра палăрнисене те асăнмасăр иртме çук. Ытларах 5-мĕшсем пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. 7-мĕшсем те “Бабки” сценкăна кăмăла каймалла кăтартрĕç. Д.Мокеев (5 кл.), Е.Александрова (6 кл.), А.Афондеркин (7кл.) “Кĕркуннехи Миссем” тумĕсемпе те, тыткаларăшĕпе те тĕлĕнтерчĕç.
Жюри пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх çакă паллă пулчĕ: 1-мĕш вырăна 52 очко пухса “Золотистые крутышки” (5 кл.) тухрĕ. 2-мĕш вырăнта – “Золотая осень” (7 класс – 50 очко), 3-мĕшĕнче – “Осень” (6 класс – 41 очко).
8-9-мĕшсен те кĕрхи КВН интереслĕ иртрĕ. Пахча çимĕç пуçтарас конкурсра П.Степанова (9 кл.), юрă-ташăра А.Пакрушовапа И.Илларионова (8 кл.) тата А.Воробьева (9 кл.) ăсталăхне кăтартрĕç. “Листопад” (9 кл.) 36 очко пухса мала тухрĕ, 2-мĕш вырăнта – “Грибники” (8 класс – 35 очко).