Çÿхе пăр хăрушлăх кăларса тăратать
– Итлĕр-ха, – тет Василий Петрович, – шыв вăл лайăххипе пĕрлех япăххине те нумай тума пултарать. Аса илер-ха, Çĕр чăмăрĕн иккĕ-виççĕмĕш пайĕ шыв айĕнче-çке-ха. Пĕтĕм тĕнчери океан лаптăкĕ 361 тăваткал километрпа танлашать. Пĕтĕмĕшле илсен, тинĕс е кÿлĕ, юханшыв, пĕве тата ытти те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çакна шута илсе пур çĕрте те асăрханулăх кирлĕ. Ĕлĕкхи грексем ишме пĕлменнине вулама пĕлменнипе танлаштарнă.
– Василий Петрович, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, шыв сарăлсан çынсене тата япаласене çăлмалли çинчен Пĕрремĕш Петĕр патша Указ кăларнă...
– Çапла, çакă 1872 çултах пулнă. Хальхи вăхăтра вара шыв сиен кÿрекен регионсене Раççейри МЧС пирвайхи пулăшу парать. Хĕл тата сивĕсем çитнĕ май шыв тăракан вырăнсем пăрпа витĕнеççĕ. Унăн хулăнăшĕ, çирĕплĕхĕ сывлăш температуринчен, юхăмран нумай килет. Пăр ларсан çуран çÿрекенсем, автомобильсем тата лавсем çула тухаççĕ. Çавăн пекех пăр çинче конькипе, çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăнакансем, походсемпе ăмăртусене хутшăнакансем, пулă тытакансем йышланаççĕ.
Кунта лайăххипе пĕрлех япăххи те сиксе тухма пултарать. Акă, асăрханусăр пулсан çын пăр çинче шуса ÿксе сусăрланас, сивĕ шыва кĕрсе ÿкес хăрушлăх пур. Каçхине, тĕтре вăхăтĕнче, юр çунă чухне уйрăмах çакăн пек хăрушлăх тухса тăрать.
– Çапах та ура айĕнчи пăр çĕмĕрĕлчĕ пулсан, мĕн тумалла-ха;
– Кун пек чухне çухалса кайма юрамасть. Чи малтанах йывăр япаласенчен хăтăлмалла, пулăшу ыйтса кăшкăрмалла. Алăсене сарса пăр хĕррисенчен тытма тăрăшмалла, шыв тулнă атă-пушмака хывмалла. Пăр ан катăлтăр тесе ун çине кăкăрпа выртмалла, малтан пĕр урине, хыççăн теприне шывран кăлармалла. Пуçа шыв çийĕнчен çÿлерех тытмалла, пулăшу ыйтса кăшкăрмалла.
Инкек çырантан инçе мар пулсан шыва кайнă çынна вĕрен, шарф, вăрăм патак, хăма е пусма пăрахса памалла. Çавăн пекех ăна хăвăр пулăшма пыни çинчен кăшкăрса пĕлтермелле. Ку ăна вăй тата шанчăк парать.
Сивĕсем çитрĕç, шыв малтанхи çÿхе пăрпа витĕнет. Çакăн пек чухне инкек-синкек сиксе тухма пултарать те. Эпĕ ăсăрхаттарнисене шута илсен çынсем, уйрăмах ачасем, шыва каяссинчен хăтăлма пултараççĕ.
– Тавтапуç калаçушăн.