Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ветерансем канашларĕç

Иртнĕ эрне кун, ноябрĕн 2-мĕшĕнче, райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче районти Ветерансен Канашĕн черетлĕ пленумĕ иртрĕ. Ун ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Криков хутшăнчĕ.

Мероприятие уçаканĕ, йĕркелесе пыраканĕ, районти Ветерансен Канашĕн председателĕ В.И.Немешкин чи малтанах ларура пăхса тухма палăртнă ыйтусемпе паллаштарчĕ. Унтан район пуçлăхĕ Хĕрлĕ Чутай мĕнле аталанса пынине, мĕнле çитĕнÿсем тунине каларĕ, малалли плансем çинчен сăмах хускатрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, наци проекчĕсем пирĕн районта майĕпен пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Çакна районти Пенси фончĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен каласа панă чух В.Н.Кузнецова та палăртса хăварчĕ. Пенси шайĕн тĕп виçи ÿсрĕ. Ку аван ĕнтĕ.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ В.И.Ярабаева çăмăллăхсем çинчен кĕске доклад турĕ. Инвалидсем халĕ 60 процентлă çăмăллăхпа усă кураççĕ, ача-инвалидсен çăмăллăх виçи вара 80 процентпа танлашать. 2007 çулхи 10 уйăх хушшинче 12 ватăна санаторипе курорт картти туса панă. Унтан районти 23-мĕш номерлĕ тĕп аптека заведующийĕ А.Е.Шурбя ватăсене эмелпе тивĕçтересси, рецепт хучĕсене çырса парасси çинчен калаçрĕ, аптека ĕçĕпе паллаштарчĕ.

В.И.Немешкин районти больницăн тĕп врачĕн çумне Л.К.Кчеткована та сăмах пачĕ. Вăл больницăн юлашки çитĕнĕвĕсем пирки асăнчĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен доклад турĕ. А.Е.Шурбя та, Л.К.Кчеткова та хăйсен ĕçĕнче ватă çынсене пулăшу парасси çивĕч, пăшăрхантаракан ыйту пулнине палăртса хăварчĕç.

В.И.Немешкин Ветерансен Канашĕ ваттисемшĕн тăрăшнине пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ.

Лару вăхăтĕнче А.И. Криков 75 çулхи ĕç ветеранне А.К.Гордеева Хисеп грамоти парса чысларĕ, ăна ăшă сăмахсем каларĕ. Мероприятие пухăннă ватăсем тухса калаçакансене хăйсене хумхантаракан ыйтусем пачĕç, хальхи вăхăтри кăткăс ĕç-пуç çинчен сăмах хускатрĕç. Лару ĕçĕпе пурте кăмăллă юлчĕç.



07 ноября 2007
00:00
Поделиться