Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Утренник

Хусанушкăнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнчи “Çăл куç” ача сачĕ те кĕркуннене халалласа утренник ирттерчĕ.

Музыка залне кĕр тĕсĕ кĕртнĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ çулçăсем, плакатсем, стена хаçачĕсем... Ашшĕ-амăшĕ капăр тум тăхăнтартнă ачасем пĕри тепринчен хитререх. Вĕсен сăн-питĕнче – йăл кулă.

Часах Г.А.Дмитриева воспитательница ачасене зала илсе кĕчĕ. Ачасем кĕвĕ çеммипе утса çаврашкана тăчĕç. Уяв пуçланчĕ. Кĕр темипе çыхăннă калаçу ачасене тыткăна илчĕ. Вĕсем юмахри Упапа Мулкач килсе çитнине те сиссе юлаймарĕç. Ачасем юмахри сăнарсем пылпа кишĕршĕн тавлашнине ăнланчĕç. Хăйсене валли пĕтĕмлетÿ турĕç. Пылĕ те, кишĕрĕ те çынна, ача-пăчана çав тери усăллă пулнине каларĕç. Пĕчĕккисем кĕркунне çинчен чылай юрă шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç. “Упа патĕнче хăнара” вăййа та юратсах вылярĕç. “Кам ытларах йĕкел пухĕ;” конкурс та ачасен кăмăлне кайрĕ. “Пирĕн пахча” вăйăра Сухан, Кишĕр, Купăста сăнарĕсене вылякан ачасем ташласа савăнчĕç. Упапа Мулкач хăпартнă шар çине ларса “Хăшĕн шарĕ малтан çурăлать;” вăйăпа савăнтарчĕç. Упан (Н.И. Ванюшкина воспитательница) шарĕ малтан çурăлчĕ. Мулкачĕ (И.И.Яковлева повар) вара, ахаль те хăраканскер, шарне аран-аран çурчĕ.

Юмахри сăнарсем кайсан ачасем татах юрларĕç, ташларĕç, савăнчĕç. Ашшĕ-амăшĕ те уявпа кăмăллă юлчĕ.



07 ноября 2007
00:00
Поделиться