Эпир сирĕнпе мухтанатпăр
Чи малтанах «Коминтерн» ЯХПК ертÿçи А.Б.Новикова сăмах илчĕ. Альбина Борисовна пухăннисем умĕнче ял хуçалăхĕнчи кăçалхи 10 уйăх кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе доклад туса пачĕ.
Тухăçлă тыр-пул ÿстерме, ăна вăхăтра пуçтарса илме нихăçан та çăмăл пулман. Çапах та «Коминтерн» ял хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен професси уявне лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. А.Б.Новикова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çул акнă тыр-пула лайăх пăхса ÿстерсе вăхăтра пухса кĕртнĕ. Кĕр тыррисене акса хăварнă, кĕрхи çĕртме тунă, çитес 2008 çул валли вăрлăх янтланă, выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ. Хуçалăхăн çĕрĕсем çинче ĕçленисĕр пуçне, Питĕркасси ял тăрăхĕпе килĕшÿ туса 170 гектар çинче тырă туса илнĕ. Çавăн пекех «Сура» ЯХПК-ан пусă çĕрĕсене сухаласа 350 гектар çĕрпе усă курнă.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ÿсĕмсем пур. Паянхи кун хуçалăхра 420 пуç сумалли ĕне, 1400 пуç сысна, 32 лаша тытаççĕ.
10 уйăх хушшинче хуçалăх 1527 тонна сĕт сутнă (пĕлтĕрхинчен 33 тонна ытларах). Ку вăл районта туса илнĕ сĕтĕн 35 проценчĕ. Ĕне шутне чакарман. Кашни ĕнерен 3630 килограмм продукци илнĕ. Ĕне сăвакансенчен Л.М.Ризаева, Л.Г.Юманкина, Р.И.Мадебейкина дояркăсем хастарлăхпа палăрнă. Вĕсем хăйсене çирĕплетсе панă кашни ĕнерен 4019 килограмм сĕт суса илме пултарнă. Г.В.Сидоров вара – 4422 килограмм. Вăл районта пĕрремĕш вырăна тухса «Районти чи лайăх ĕне сăвакан» ята тивĕçнĕ.
– Дояркăсем звено системипе ĕçлеççĕ пулин те Р.Л.Зосимована мухтас килет, – терĕ Альбина Борисовна. – Вăл районти, республикăри тата Раççейри конкурссен çĕнтерÿçи. Унпа эпир кăна мар, республика та мухтанать.
Хуçалăхра 280 тонна аш-какай (пĕлтĕрхинчен 40 тонна ытларах) туса илнĕ. Ку район кăтартăвĕн 41 проценчĕ. Уйрăмах самăртма хупнă выльăхсен талăкри ÿт хушаслăхĕ савăнтарать. 10 уйăхра талăкра мăйракаллă шултра выльăхсем вăтамран 750 грамм ÿт хушнă. Выльăх самăртакансем хушшинче М.Н.Князева ырă ята тивĕç. Унăн ушкăнĕнчи пăрусем талăкра 790 грамм ÿт хушса пынă.
Сысна ашне туса илесси те ÿссе пырать. Пĕлтĕр 80-90 тонна какай туса илнĕ пулсан, кăçал – 160 тонна. Апла пулсан аш-какай туса илесси 2 хут пысăкланнă.
«АПК аталанăвĕ» нацпроектпа килĕшÿллĕн «Коминтерн» ЯХПК Туканаш ялĕнче çĕнĕ технологипе ĕçлекен сысна фермне хута янă. Çак фермăна тунă çĕре 20 миллион тенкĕ укçа тăкакланă (11 миллионлăх ссуда илнĕ, 9 миллионĕ – хуçалăх укçи). Паянхи куна асăннă фермăра 1400 пуç сысна шутланать. Унта 7 çын ĕçлет. Çитес çул сыснасен шутне ÿстерме тĕллев лартнă. Кунта 2800-3000 пуç усрама пултараççĕ.
Пĕр çын кнопка пусса ларсах 1000 пуç сысна пăхма пултарать: апатлантарать, сывлăшне уçăлтарать...
– Чăваш Республикинче кун пек ферма пĕрремĕш пулчĕ. Уншăн эпир питĕ савăнатпăр, – терĕ хуçалăх ертÿçи.
Çавăн пекех кăçал наци проекчĕпе усă курса Атнар фермине çĕнетсе юсанă, 260 пуç вырнаçтармалли 2 вите тунă. Кунта оборудованисене вырнаçтармалли кăна юлнă.
Юлашки икĕ çул хушшинче çынсен культура шайĕ улшăнса ÿссе пыни те савăнтарать хуçалăх ертÿçине. Ял хуçалăх ĕçченĕсем ферма территорийĕсенче тирпей-илем кÿме тăрăшаççĕ: тасатсах тăраççĕ, чечексем акаççĕ...
Хуçалăхра 160 çын ĕçлет. Альбина Борисовна кашнинех курса, кам мĕнле ĕçленине пĕлсе тăрать. Вăл пултаруллисене палăртса хăварчĕ, лайăх ĕçченсен шучĕ ÿссе пырасса шанса тăнине пĕлтерчĕ.
– Пурнăç улшăнса пырать. Çавăнпа та çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пымалла, малта пыракансен опычĕпе усă курмалла. Юлашкинчен çакна калас килет: паян – ыранхинчен, кăçал пĕлтĕрхинчен лайăхрах ĕçлесен кăна пирĕн пурнăç лайăхланса пырĕ, – терĕ А.Новикова.
Малалла ял хуçалăхĕн кăçалхи кăтартăвĕсемпе мала тухнă тата ĕçре палăрнă ĕçченсене чысларĕç, ăмăрту çĕнтерÿçисене 8 номинаципе хакларĕç: «Хуçалăхăн ылтăн аллисем» ята И.Н.Пономарев, А.Б.Туйманкин, Ю.З.Татаров механизаторсем, М.Н.Князева пăру пăхакан тата Р.Л.Зосимова доярка тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕсем ĕçлеме ÿркенмеççĕ, хушнă кирек мĕнле ĕçе те вăхăтра, тĕплĕн пурнăçлаççĕ, чăн та «ылтăн алăллă» вĕсем. Вĕсене пурне те 5-шер пин преми парса хавхалантарчĕç. «Уй-хирти маттур ĕçченсем» ята Н.Я.Степанов, Н.Е.Лаврентьев, Ю.Г.Волков, А.Е.Григорьев механизаторсем тивĕç пулчĕç, укçан преми илчĕç. «Хуçалăхра машинăпа тĕрлĕ груз турттаракансем» ята Ю.А.Савельев, Ю.П.Наштыков, В.П.Романов тивĕçрĕç. «Хуçалăхри сĕт-çу ферми» номинацире Атнарти ферма коллективĕ пĕрремĕш вырăна тухса 3 пин тенкĕ преми илме пултарчĕ. Выльăхсене самăртас енĕпе сĕт-çу комплексĕнчи выльăх самăртакансем малта пыраççĕ. Вĕсене те 3 пин парса хавхалантарчĕç. «Сысна ашне туса илесси» номинацире Туканашри сысна ферми палăрчĕ. «Пултаруллă доярка» ята Н.А.Черепанова тивĕçрĕ. Ĕç ветеранĕсене те манмаççĕ ку тăрăхра. 8-мĕш номинаци «Юбилярсем» пулчĕ. И.Ф.Петровпа А.И.Юманкинана кăçал тивĕçлĕ канăва тухнă ятпа креслăсем парса саламларĕç.
«Коминтерн» ЯХПК-н ĕçченĕсене саламлама район пуçлăхĕ А.И.Криков та хутшăнчĕ.
– «Коминтерн» ЯХПК районта чи лайăх аталанса пыракан ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕри. Кунта хуçалăх ертÿçин А.Б.Новикован та тÿпи пысăк. Миçе çул ĕнтĕ вăл хуçалăха ăнăçлă ертсе пырать. Çак ятпа Альбина Борисовнана тав сăмахĕ калас килет. Хуçи мĕнле, ĕçлекенĕсем те çавăн пек, – терĕ Александр Иванович. – Сире Чăваш енре пĕлмен çын та çук пулĕ. ЧР Президенчĕ те, Правительстви те сирĕн хуçалăха мухтать. Эпир те сирĕнпе мухтанатпăр.
А.И.Криков «Коминтерн» хуçалăх ыттисемшĕн тĕслĕх пулни пирки çирĕплетсе каларĕ. Кунта çĕнĕлле ĕçлеме тăрăшнине палăртрĕ. Хуçалăхра мухтанмалли пултаруллă ĕçченсем те сахал маррине пĕлтерчĕ, нумайăшне ятран асăнчĕ. Уйрăмах Р.Л.Зосимована район ятне Раççей шайĕнче çÿле çĕкленĕшĕн тав туса саламларĕ, парне (музыка центрĕ) парса чысларĕ.
Уяв программине Шупашкартан килсе çитнĕ Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем тăсрĕç. Уява килнĕ çынсем хаваслă юрă-кĕвĕсене, ташăсене хапăл туса йышăнчĕç.