Асфальт çулшăн тав
З.А.МЕРЕСКИНА, вĕрентекен: “Тумликасси ялĕ çывăхне пыракан çĕнĕ çула уçма Н.Федоров Президент килни уйрăмах асра юлчĕ. Эпир Чăваш Республикин Президенчĕн ял инфратытăмне аталантармалли Программăна ырлатпăр. Ялта газ пур. Çитес вăхăтра, кÿршĕ Ишеккасси ялĕнчи пек, пирĕн яла та пăрăхсем тăрăх шыв çитес шанчăк пур. Халĕ, акă, яла çĕнĕ çул та çитрĕ. Çитес çул ялăн тепĕр урамне те асфальтлă çул çитессе шанатпăр. Вара ялти Культура çурчĕ, ача сачĕ, тĕслĕх библиотеки патне çити те çул пулĕ”.
О.А.ИЛЬИНА, пенсионер: “Ял вĕçне асфальтлă çул çитессе тахçанах кĕтнĕ эпир. Халĕ текех пысăк çул çине пылчăк çăрса тухмастпăр. Кăçал кĕске хушăрах çула туса пĕтерессе шутламан та. Çул хута кайтăр тесе тăрăшакансене пурне те тав сăмахĕ калас килет. Çак çула уçнă çĕре Николай Федоров Президент хăй килсе çитни уйрăмах савăнтарать”.
Н.М.МЕРЕСКИНА, 74 çулта, пенсионер: “Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров яла кĕрекен çĕнĕ çула уçма килессине пĕлсен питĕ савăнтăмăр. Çак куна чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Хам пек ватăсемпе çĕнĕ хыпара сÿтсе яврăмăр.
Николай Васильевич машинăран тухсанах пирĕнпе тăван çыннисене курнă пек калаçма пуçларĕ. Вăл пире, ватă хĕрарăмсене, тăван амăшне çупăрланă пек çупăрларĕ. “Эсир манăн анне пекех туйăнатăр”, – терĕ. Киле тăван ывăл килнĕнех туйăнчĕ. Çавăн пекех вăл пире яла кĕрекен çула асфальт сарса пĕтернĕ ятпа саламларĕ, тата ытти çăмăллăхсем çитесси пирки те хыпарларĕ. Тинех ĕнтĕ эпир те пылчăк çăрмасăрах яла кĕрсе тухма пултаратпăр. Хулари çăмăллăхсем яла та çитме пуçларĕç. Кун пек вилес те килмест. Пире çакăн пек парне кÿнишĕн эпир хамăр Президента Николай Васильевич Федорова чун-чĕререн тав тăватпăр. Унăн сывлăхĕ çирĕп пултăр, чăваш халăхĕшĕн тăрăшма иксĕлми вăй-хал сунатпăр”.