Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Инвалидсен пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе

Çын çамрăк та сывлăхлă пулсан унăн вăй-халĕ тапса çеç тăрать, çавна май вăл таçта çитсе темле ĕç те пурнăçлама пултарать.

Анчах та тĕрлĕ сăлтава пула чирлесен е инвалидсен йышне лексен этеме пулăшу кирлех. Калас пулать, ку енĕпе Чăваш Республикин Правительстви нумай ĕç тăвать. Раççейре паянхи кун инвалидсем хваттершĕн тата электричество çуттипе, çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн 50 процентне çеç тÿлеççĕ. Чăваш Республикинче вара августăн 10-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе инвалидсене пулăшу парассине 50 процентран 60 процента çитернĕ, ача-инвалид пур çемьесем, кашни çын пуçне, 80 процентлă çăмăллăхпа усă кураççĕ. Аса илтеретпĕр, малтан вĕсем электричество çуккипе, газпа усă курнăшăн 50 процент кăна тÿленĕ. 9 уйăх хушшинче кун пек çăмăллăхпа 712 инвалид 718 пин тенкĕлĕх пулăшу илнĕ, ача-инвалид пур 73 çемье 129 пин тенкĕлĕх çăмăллăхпа усă курнă. Кун пирки вара Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан III-мĕш ушкăн инваличĕ, 1937 çулта çуралнă Сергей Сергеевич Блинов çакăн пек калать: “Эпĕ хам ятпа та, районти пĕтĕм инвалидсен ячĕпе те пире ăнланнăшăн, пулăшса пынăшăн Чăваш Республикин Президентне тав тăватăп. Малашне те çак çулпах утма çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп”.



02 ноября 2007
00:00
Поделиться