Ял хуçалăх ĕçне йĕркелени пĕлтерĕшлĕ
“Нива” ЯХПК ĕçченĕсем хăйсен професси уявне лайăх çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ. Паян хуçалăх лайăххисен шутĕнче. Кунта тăрăшакансем ырă кăмăл-туйăмлă, вĕсем кооператив ертÿçине шанса ĕçлеççĕ, ырă улшăнусем кĕтеççĕ.
В.И.Мурайкин, ял хуçалăх ертÿçи:
- “Нива” ЯХПК 1400 гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать, вĕсенчен 1190-шĕ тырă акмалли çĕрсем. Кăçал 429 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса илнĕ, пурĕ 1870 тонна тырă кĕлете кĕртнĕ. Тыр-пул тухăçĕ вăтамран кашни гектартан 19,3 центнерпа танлашать.
Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса кĕрхи культурăсене 333 гектар акса хăварнă, планпа 300 гектар пăхнă пулнă. Кĕрхи çĕртме ытларах туса хăварни çуркуннехи ĕçсене чылай çăмăллатнине ăнланатпăр, анчах ку ĕçе 200 гектар çеç пурнăçлама май килчĕ. Ку вырăнти йывăрлăхсемпе çыхăннă: техника юсавсăрлăхĕпе кадр ыйтăвĕ чăрмав кÿрет.
Ял хуçалăх таварне туса илнĕ çĕрте энергоресурссене перекетлекен, пĕр харăсах темиçе ĕç тăвакан пысăк вăй-хăватлă техникăпа усă курни вырăнлă. Çавна шута илсе машина-трактор паркне çĕнетсе пыма тăрăшатпăр. Кăçал хуçалăх вăйĕпе 400 пин тенкĕ тăракан çĕр хатĕрлемелли дискатор, пресс-подборщик, утă турамалли кĕрепле туяннă, комбайн йышне ÿстернĕ.
Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен пĕлÿ шайне, опытне ÿстермесĕр çитĕнÿ пулмасть. Çĕнĕ технологи пурнăçа кĕрсе пынă май, кадр ыйтăвĕпе ĕçлемелле. “Нива” ЯХПК-ра та паян специалистсем çителĕклĕ теме çук. Уйрăмах механизаторсен ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Ял пурнăçне ăнланса ĕçлесе пурăнакансем пурри кăштах шанчăк парать. Турхан ялĕн каччисем А.Воронов механизаторпа А.Скворцов выльăх пăхакан хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Чăннипех хисепе тивĕçлĕ вĕсем. Çавăн пекех Э.Ямскова дояркăпа Н.Наштыкова пăру пăхакана асăнмалла.
Ял хуçалăх ĕçченĕсене кăçал ĕç укçине тÿлессипе пăшăрхантарсах кайман, утă-улăмпа, тырăпа тивĕçтернĕ. Малашне те ял ĕçченĕн пурнăçне лайăхлатса, ĕç условийĕсене çăмăллатса пырассишĕн тăрăшăпăр. Продукци ытларах туса илсе халăхăн ĕç укçине ÿстерме шутлатпăр. Унпа пĕрлех çĕнĕ техника туянассипе малалла ĕçлемелле.
Хуçалăх тупăшлă ĕçлесе пырать тесе мухтанаймăпăр. Çапах та ĕçе лайăх йĕркелени пĕлтерĕшлĕ. “АПК аталанăвĕ” нацпроектпа усă курса, пĕтĕмпе 3,400 миллион тенкĕлĕх кивçен укçа илсе, Карăкçырминчи ĕне витине реконструкцилесе çĕнĕ оборудовани вырнаçтартăмăр. Çĕнĕ технологин витĕмĕ сисĕнет.
Л.А.Крыцова, тĕп зоотехник:
- Выльăх-чĕрлĕх отрасльне ура çине тăратни хуçалăх экономикине чылай пуянлатать. Фермăра ĕне сумалли çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнăранпа эрне иртрĕ çеç пулин те, çĕнĕлĕхĕн уссине курса тăратпăр. Чи малтанах дояркăсен ĕçĕ çăмăлланчĕ, сĕт пахалăхĕ ÿсрĕ, сăвăм кунран-кун хăпарать. Ултă доярка - Е.Горшкова, Е.Жукова, А.Ольдикова, З.Кошелева, М.Храмова, Э.Ямскова кунне 1031 килограмм сĕт сăваççĕ, ĕнесем талăкра 6,4 килограмм сĕт антараççĕ, унччен 5 килограмм ытларах çеçчĕ. М.Храмовапа А.Ольдикова çак ĕçре чылай çул тимлеççĕ ĕнтĕ. Э.Ямскова доярка чи пултаруллисен шутĕнче. Ку таранччен вăл кăçал 3285 килограмм сĕт суса илнĕ.
Л.Наштыковапа Н.Наштыкова, амăшĕпе хĕрĕ, пăру пăхакансем ырă ята тивĕçлĕ. Вĕсем тăрăшса ĕçленĕрен пăрусем таса та сывă ÿсеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, кунти самăртма хупнă выльăхсем талăкра 620 грамм таран ÿт хушаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх шутне кăçал пĕр пуç та чакарман, çулталăк вĕçне ĕнесен шутне 180 пуçа çитерме шутлатпăр. Кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче 40 тонна ытларах аш туса илнĕ, ку пĕлтĕрхинчен ытларах.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсем çителĕклĕ. Кашни хăйне шанса панă тивĕçе чыслăн пурнăçлать.