Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Выльăх тухтăрĕсем

Ферма ĕçĕнче выльăх тухтăрĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл вăхăтра чир-чĕре палăртса ăна сиплет, малалла сарăлма памасть.

“Нива” ЯХПК-ра ĕне выльăхсен сывлăхĕ çирĕп алăсенче. А.Г.Судеркинапа Н.А.Еремеев ветврачсем кунти выльăх-чĕрлĕх хушшинче тĕрлĕ чир-чĕр аталанасран вăхăтра вакцинаци ĕçĕсене пурнăçласа тăраççĕ. Акă, Н.А.Еремеев çак ĕçре 20 çул тăрăшать, ветеринари ĕçне çирĕп пĕлет. Вăл районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцире те тимлет, хăш-пĕр кунĕсенче тăван тăрăхри хуçалăхра тăрăшать. А.Г.Судеркинан ĕç стажĕ  - 5 çул. Специалистсем ветеринаринче пăхнă правилăсене çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. Вĕсем, халăх ыйтсан, килти хуçалăхри ĕне выльăхсене те ветеринари пулăшăвĕ параççĕ. Ялта та выльăх тухтăрĕсĕр май çук-çке.



"Пирěн пурнăç"
24 октября 2007
00:00
Поделиться