Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хĕрарăмсем пухăнса калаçрĕç

Октябрĕн 19-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче районти хĕрарăмсен Канашĕн йăлана кĕнĕ конференцийĕ иртрĕ.Мероприятие район пуçлăхĕ А.И.Криков, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа сывлăх сыхлавĕн, физкультурăпа спорт  комитечĕн председателĕ О.Ю.Зайцева, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.В.Малов хутшăнчĕç.  Пресс-конференцие чи малтанах районти хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Т.Н.Шереметьева уçрĕ, кун йĕркипе паллаштарчĕ, О.Ю.Зайцевана сăмах пачĕ. Ольга Юрьевна хăйĕн сăмахне çакăн пек пуçларĕ:

- Ырă кун пултăр, хисеплĕ хĕрарăмсем, юлташсем. Кам пирĕнсĕр пуçне çак пурнăçра пулса иртекен лайăх пулăмсемпе хуçаланать; Эпир çеç, хĕрарăмсем. Кам пирĕн арçынсене ырă, тăрăшуллă тăвассишĕн çунать; Эпир, хĕрарăмсем...

Унтан вăл Патшалăх Канашĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. 2007 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче “Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă экономика аталанăвĕн стратегийĕ çинчен” саккун йышăнни, вăл пирĕн пурнăçа çăмăллатма кирли çинчен сăмахларĕ. Çитес çулсенчех бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçийĕ 2 хут, вĕренекенсен стипендийĕ 2,5 хут, пенси татах та ÿсесси пирки асăнчĕ. “Ĕç ветеранĕ” ят парасси çивĕч ыйту пулнине палăртрĕ. Ольга Юрьевна çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлма кирли çинчен, бюджет ÿссе те ÿссе пырасси пирки каларĕ. Патшалăх Канашĕ 34 тĕллевлĕ программа йышăннă, халĕ ĕçлеме пултаракансен сывлăхне сыхлас концепцие хатĕрлет. Пухăннисене О.Зайцева ача пособийĕсем ÿсесси, вырăнти кану лагерĕсене татах та укçа-тенкĕ енчен пулăшасси çинчен каласа савăнтарчĕ. Ольга Юрьевна çуратма хатĕрленекен , кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсене тата 2-3 çулхи ачасене компенсаци парас ыйту çивĕч тăнине, сывлăх сыхлавĕнче ĕç укçи 20 процент таран, вĕрентÿ тытăмĕнче - 25 процент ÿсесси çинчен каласа хăйĕн сăмахне вĕçлерĕ.

Унтан районти больницăн тĕп врачĕн çумĕ Л.К.Кчеткова сăмах илчĕ. Вăл больницăн çитĕнĕвĕсем çинчен кĕскен доклад турĕ. Çĕнĕлĕхсенчен 3-мĕш номерлĕ талон пирки асăнчĕ.  Ун пек талона паянхи куна 128 çынна панă. Вăл хĕрарăмсен пурнăçне çăмăллатĕ. Ахаль медицина тĕрĕслевĕсĕр пуçне районти тĕп больницăра тарăн медицина тĕрĕслевне те тухма пулать. Тĕслĕхрен, “Нива” ЯХПК коллективĕ - 100 , “Коминтерн” хуçалăх - 26,5, “Асамат” ТЯО - 7,5, “Аккозинский” ЯХПК - 3,92, аптека - 100, тĕп больница - 100 процент тарăн медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Пĕтĕмпе районĕпе - 62,9 процент. ВИЧ-инфекци тĕрĕслевĕ витĕр 1040 çын тухнă, вĕсенчен 3-шĕ чирлĕ пулни палăрнă. Районти 725 çын социаллă пакет илет. 27 çынна санаторипе курорт картти туса панă.

Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.В.Малов  сăмах илнĕ май пухăннă хĕрарăмсене çепĕç те ăшă сăмахсем каласа хавхалантарчĕ, вĕсен пурнăçне çăмăллатас тесе Патшалăх Канашĕ сахал мар ĕç туни çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Николай Владимирович пилотлă проект валли Раççей бюджетĕнчен 450 млн. тенкĕ уйăрасси, республикăран - 281 млн. тенкĕ парасси çинчен ăнлантарса пачĕ.

Т.В.Катейкина Тралькасси ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен Канашĕ мĕнлерех ĕçленине каласа пачĕ:

- Эпир ĕç планне пăхăнса ĕçлетпĕр. Халăх мĕнле пурăннине сăнатпăр, çул çитмен ачасене тĕрĕс мар воспитани паракан хĕрарăмсене тĕрĕслеве илетпĕр, вăрçă тата ĕç ветеранĕсемпе шкулсенче  тĕл пулусем ирттеретпĕр. Пирĕн тăрăхра эрехпе иртĕхекен хĕрарăмсем пур. Вĕсемпе эпир профилактика ĕçĕсем ирттеретпĕр, актсем çыратпăр. Йывăр тата нумай ачаллă çемьесемпе, пĕччен пурăнакан ватăсемпе, вăрçă ветеранĕсемпе çыхăну тытатпăр, вĕсене пулăшатпăр.

Малалла Татьяна Николаевна Атнар ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен Канашĕн председателĕн çумне З.И.Волкована сăмах пачĕ. Зоя Ивановна хăйĕн ĕç опычĕ çинчен каласа пачĕ. Хăйсен вăйĕпе Атнар клубĕн юсав ĕçĕсене, фонтан, тротуарсем, чечек клумбисем туса пĕтерни çинчен сăмахларĕ. Хĕрарăмсен Канашĕн вăйĕ хальлĕхе çителĕксĕр пулнине асăнчĕ.

Районти хĕрарăмсен Канашĕн председателĕн çумĕ, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ А.М. Столярова сăмах илчĕ. Вăл район кăтартăвĕсем, пулса иртекен ĕçсем çинче уйрăм чарăнса тăчĕ. Районта иртекен пĕр мероприяти те хĕрарăмсемсĕр иртменнине палăртрĕ. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Романов та тухса калаçрĕ. Пухăннă хĕрарăмсене тав сăмахĕсем каласа мухтарĕ, вăл малалла та вĕсене хисеплесе, шанса хăйĕн ĕçне тивĕçлĕн туса пырасса ĕнентерчĕ.

Район пуçлăхĕ А.И.Криков хĕрарăмсемсĕр пурнăç çукки, вĕсем çемье ăшши пулни çинчен сăмах хускатрĕ, доклад тăвакансен ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ, районти активлă, пултаруллă, хăйсен ĕçĕсене пĕлсе тăвакан хĕрарăмсене тав сăмахĕсем каларĕ. Юлашкинчен вĕсене Тав хучĕсемпе чысларĕç.



"Пирěн пурнăç"
24 октября 2007
00:00
Поделиться