Фермăра 40 çул ытла
Этемĕн хăйĕн пурнăçĕнче йывăç лартмалла, кил-çурт çĕклемелле, ача-пăча çуратса ÿстермелле, тенĕ халăхра. Çакна пурне те тусан çын хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçланă теме пулать. Унпа пĕрлех ĕмĕре юратнă ĕçре ирттерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Карăкçырминчи Вăрманкас урамĕнче пурăнакан Людмила Ивановна Наштыкова та пĕтĕм пурнăçне, вăй-халне ферма ĕçне халалланă. Çамрăкрах чухне дояркăра 12 çул тимленĕ, унтан пăрусем пăхма пуçланă, паянхи кунчченех вăл çак ĕçре. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн - 41 çул.
Людмила Ивановна пăхакан пăрусем лайăх ÿт хушаççĕ. Ĕç кăтартăвĕсем тăрăх вăл яланах малтисен ретĕнче пулнă. 2002 çулта ĕçри ÿсĕмсемшĕн, пĕр вырăнта чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна “ЧР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ” ята парса чысланă. Хисеплĕ ĕç ветеранĕ, 61 çулти чăваш хĕрарăмĕ фермăри çамрăк ĕçченсене ырă тĕслĕх кăтартса пырать, кирлĕ чух вĕрентет. Пултаруллă пăру пăхаканпа пĕрле ĕçлеме тÿр килнишĕн ыттисем те савăнаççĕ. Сăмах май, амăшĕ ĕмĕрех фермăна çул такăрлатнă май, хĕрĕ Надя та çак ĕçе хăнăхса ÿснĕ, кайран пĕр ушкăна ĕçе вырнаçнă. Халĕ амăшĕпе хĕрĕн аллинче 70 яхăн пăру, вĕсен ÿт хушаслăхĕ лайăх.