Бухгалтер пулмах ĕмĕтленнĕ
Кашни çын хăйĕн пурнăçĕнче юратнă професси суйласа илме тăрăшать, хăй кăмăлланă ĕçпе тимлес тĕллевпе пĕлĕвне ÿстерет.
Акă, “Нива” ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хуракан Светлана Николаевна Саверкина бухгалтер пулмах ĕмĕтленнĕ. Карăкçырми ялĕнче 1982 çулта çуралнăскер, Тралькассинчи вăтам шкул хыççăнах бухгалтер специальноçне алла илес тесе Çĕмĕрлери 10-мĕш училищĕне çул тытнă, ăна 1999 çулта пĕтернĕ. Унтан Светлана Николаевна 2000 çулта Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне вĕренме кĕнĕ. Куçăмсăр майпа вĕреннĕ вăхăтрах вăл 2001 çулта çак хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕ енĕпе ĕçлекен бухгалтерта тимлеме тытăннă. Виçĕ çул хушши колледжра ăс пухнă хыççăн Светлана Николаевна пĕлĕвне татах та анлăлатас тĕллевпе 2004 çулта Мускаври технологипе управленин патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ, кăçал ăна ăнăçлă вĕçлесе экономист Дипломне алла илнĕ. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе пĕр ача ÿстереççĕ.
Калас пулать, С.Н.Саверкинан ашшĕпе амăшĕ те тăван хуçалăхрах вăй хураççĕ. Ашшĕ, Николай Петрович Горшков, Карăкçырминчи ферма заведующийĕ. Амăшĕ вара, Зоя Федоровна Горшкова, сĕт пахалăхне тĕрĕслет, вăл лаборант. Эппин, Горшковсен çемйине тăван хуçалăха чăн та парăннă çынсем тесе калама пулать.