Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ачана хĕненĕшĕн суд сакки çине

Тĕнчере темĕнле чун-чĕреллĕ çын та пур. Пĕрисем, ав, килти ачасемшĕн тем тума та хатĕр, юлашки пусне те шеллемеççĕ, теприсем ача-пăчана куç умĕнче тăратмаççĕ, хĕнеççĕ... Ун пеккисем - хĕрарăмĕ те, арçынĕ те - хăйсене обществăра тытма пĕлмеççĕ, пурнăç тĕллевĕ те çук вĕсен.

Çынна хĕнени е пусахлани çулсеренех районта чи анлă сарăлнă преступленисен шутне кĕрсе пыраççĕ. Ытларах чухне çакнашкал преступленисен сăлтавĕ - эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ хыççăн çемьере, тăвансемпе пĕрмаях харкашни. Ĕçкĕ хыççăн вара чылайăшĕн алă çĕкленет. Ун пек “паттăрсене” уголовлă явап тыттараççĕ - юсав ĕçĕсене палăртаççĕ, ирĕкрен хăтарма та пултараççĕ.

Акă, кăçал июлĕн 4-мĕшĕнче РФ Уголовнăй Кодексĕн 116 статйин 2-мĕш пайĕнчи “г” пунктпа килĕшÿллĕн ĕç пуçарнă. Айăпли - Серенкассинчи Б. гражданин. Вăл Туктамăшра икĕ ачаллă хĕрарăм патĕнче пурăннă, 12 çулхи хĕр ача çине час-часах алă çĕклеме юратнă. Вăйпитти арçын, ниçта та ĕçлеменскер, “çуттипе” туслă, хĕрĕнкĕскер кил-çуртра яланах “вăрçă” пуçланă, пĕрле пурăнакан хĕрарăма чышкăпа “ăс кĕртсе” пурăннă. Хĕрарăм, паллах, чăтаймасăр килтен тухса тарнă, хĕр пĕрчĕксем “ашшĕнчен” хăраса кăна пурăннă. Б.гражданин çакăн пек “çил-тăвăл” килте час-часах çĕкленĕ. 2006 çулта июль-август уйăхĕсенче арçын, ÿсĕрле вăйне ниçта чикеймесĕр, хĕр ачана урайне ÿкерсе, çурăм шăмми çине хăпарса тăнă, унтан ачана тапса пĕтернĕ. Тепрехинче хĕскĕчпе хăлхинчен хĕстерсе туртнă, асап кÿнĕ. 2007 çулхи Çĕнĕ çул хыççăн килте харкашу пулнă. Ачасен амăшĕн яланхи пекех килтен тухса тарма тивнĕ. Урса кайнă арçын ним айăпсăр ачана пиçиххипе хытах хĕненĕ, вĕлерессипе хăратнă. Çемье пуçлăхĕ лăпланас темен. Март уйăхĕнче ĕçкĕç алла çĕçĕ тытса çул çитмен хĕр ачан хулпуççипе хăлхине суранлатнă. Унтан апрель уйăхĕнче эрех кÿпсе лартнă арçын хĕр ачана тапса-çапса асаплантарнă. Çапла майпа, ашшĕ текенскер, тăван мар ачисене, уйрăмах аслине, асаплантарса пурăннă. Хăйне хăй хÿтĕлеймен хĕр ачана арçын сывлăх тĕлĕшĕнчен нумай сиен кÿнĕ.

Преступлени тĕсне тата йывăрлăхне кура Б.гражданина РФ УК 117 статйин 2-мĕш пайĕнчи “г” пункт тата РФ УК 119 статйи тăрăх айăплаççĕ. Халĕ “паттăр” ашшĕне суд тенкелĕ кĕтет.



"Пирěн пурнăç"
24 октября 2007
00:00
Поделиться